23 сентября 2009 г.
Райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н. Глухов яланах пăхăнса пурăнмалли тирпей, хăтлăх пирки сăмах пуçарнă, ку тĕлĕшпе малашне те йĕркене çирĕп пăхăнмаллине каланă.
Умра – хура кĕркунне, сивĕ хĕлле. Çурт-йĕре хутмалли черетлĕ тапхăр пуçланать. Вăл инкек-синкексĕр, пăтăрмахсăр ирттĕр тесен паянах мĕн пур котельнăйсене ĕçе юрăхлă, лайăх хатĕрлемелле.
Кĕр кунĕ тулăх çеç мар, уявсемпе те пуян. Планеркăра çывхарса килекен ваттисен, учительсен, ял хуçалăх работникĕсен кунĕсене ăнăçлă хатĕрленсе кăмăллă ирттересси пирки те калаçнă.