23 сентября 2009 г.
Чăваш халăх поэчĕ нумай-нумай преми лауреачĕ, ентеш Г.Н. Айхи паян та пирĕнпе юнашар пулсан 75 çул тултармаллаччĕ. Иртнĕ эрнере литературăра пысăк çитĕнÿсем туса тĕнче шайне тухнă поэтăмăра чыс тума район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Петров, Çĕньялти «Илем» фольклор ансамблĕн членĕсем, ял-йыш, поэтăн творчествине пысăка хурса хаклакан юлташĕсем, çывăх çыннисем унăн тăван ялĕнче, вăл вĕреннĕ шкулта пулнă, поэт ячĕпе хатĕрленĕ куравпа паллашнă, йывăç лартнă çĕре хутшăннă.
Юлашкинчен Геннадий Николаевича хисеп туса пĕрле пуçтарăннисем унăн вил тăпри умĕнче пуç тайнă.