23 сентября 2009 г.
Республикăра йĕркеленĕ «Çулталăк çемйи» конкурса хутшăнса иртнĕ çул пирĕн районтан та çĕнтерÿçĕ ятне илчĕç. Çакнашкал конкурса кăçал та йĕркелеççĕ. Чăн малтанах вăл район шайĕнче иртĕ. Кунта хутшăнас текен çемьен вунă çултан кая мар пĕрле пурăнса пур енĕпе те кăтартуллă, хастар, пултаруллă пулмалла, ача-пăчана тĕрĕс воспитани памалла тата ытти те.
Çивĕч тупăшура хăйсен хисепне, ят-шывне, пултарулăхне тĕрĕслесе пăхас текенсем кăçал та сахалăн мар. Хальлĕхе ку тĕлĕшпе Алманчă, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Турхан, Нăрваш Шăхаль, Патăрьел, Ыхра Çырми, Çĕньял ял тăрăхĕсенче пурăнакан çамрăк çемьесем хастарлăх кăтартса комиссине кирлĕ хутсем тăратнă. Чи-чи пултаруллă çемье вара район чысне республикăра хÿтĕлĕ.