23 сентября 2009 г.
Çын мăшăрланса пепкеллĕ пулнă хыççăн хăйĕншĕн мар, ытларах ачишĕн пурăнма пуçлать. Унăн кашни ÿсĕмĕшĕн савăнать, такăнсассăн пăшăрханать. Телейлĕ тăвассишĕн тем тума та хатĕр.
Çăл Атăкра пурăнакан Владимир Ильичпа Августина Яковлевна Ягудинсем те хăйсен пурнăçне ачисене халалланă. Пилĕк çынна вĕсем кун çути парнеленĕ: тăватă хĕр те пĕр ывăл. Çак тарана çитсе ял халăхĕ, тăванĕсен умĕнче пĕриншĕн те пите хĕретме тивмен. Пурте аслă пĕлÿ илсе тĕрĕс пурнăç çулĕ çине тăнă.
Чи асли, Ирина, Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ пединститутран (халĕ педуниверситет) вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра вăл Канашри пĕр шкулта хими предметне вĕрентет. Унăн аслă ачи те университетра ăс пухать.
Иккĕмĕшĕ, Наташа, Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт Патăрьелĕнчи санэпидемиологи станцинче вăй хунă. Пĕлĕвне малалла тăсас тĕллевпе Чулхулари университета ăс пухма кĕрет. Халĕ вăл Шупашкарти санэпидемстанцинче санврач пулса тăрăшать. Наташăн та аслă хĕрĕ университетăн юридици факультетĕнче ăс пухать.
Лиана, виççĕмĕшĕ, çынсен сывлăхне сиплес профессие суйласа илнĕ. Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕ. Мăшăрĕпе пĕрле Канашра стоматологи поликлиники уçнă. Вĕсен те хĕр ачи Чулхулари муниципаллă служащисене хатĕрлекен академинче вĕренет.
Ольга аслă аппăшĕн çулне суйланă. Вăл Чăваш педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнине çирĕплетекен диплом илнĕ. Ун хыççăн тÿрех ачасене пĕлÿ пама тытăннă. Малтан Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, халь пĕрремĕш шкулта тăрăшать.
Илья саккунсемпе ĕçлекенсене ытларах кăмăлланă. Юрист профессине алла илнĕ хыççăн пĕр вăхăт Елчĕкре прокуратурăра вăй хунă. Халĕ Шупашкарта пурăнать, предприниматель.
Владимир Ильичпа Августина Яковлевна иккĕшĕ те бухгалтера вĕренсе тухнă. Çĕрпÿ районĕнчи Аслă Кăшкар (халь вăл ял çук) хĕрĕпе Çăл Атăк каччи шăпах професси илнĕ чух паллашаççĕ. 1961 çулта мăшăрланса пĕр çемье çулĕпе утма тытăнаççĕ.
Владимир Ильич ĕмĕр тăршшĕпех, 2002 çулччен, шут ĕçĕнче вăй хунă. Унăн пурнăç сукмакĕ такăр пынă тесе калаймăн. Ашшĕ Илья Данилович Аслă Отечественнăй вăрçăра 30 çулта чухнех çĕр-шывшăн пуçне хунă. Вăл «Хĕрлĕ Çăлтăр» ордена та тивĕçнĕ. Амăшĕ, Матрена Николаевна, ăна пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Унран аслăрах тетĕшĕсем пĕчĕклех чире пула çĕре кĕнĕ. Йăха тăсаканни, амăшĕн шанчăкĕ пĕр вăл кăна юлнă.
Августина Яковлевнăна бухгалтерта пĕр кун та вăй хума пÿрмен. Шалти туйăмĕ ăна ачасене вĕрентес еннеллех туртнă. Йăх-несĕлĕн хăвачĕ те пулнă пуль. Августина Яковлевнăн ашшĕ Хусанти институтран вĕренсе тухнă, унăн шăллĕ те учительте вăй хунă. Кукашшĕн йăмăкĕ, Агафья Гаврилова, педагог пулнă. Вăл алă пуснипе «Хыпар» хаçатăн икĕ номерĕ тухнă. Хăйĕн тăван аппăшĕ те педагогра ĕмĕр тăршшĕпе тăрăшнă.
Çемьеленнĕ пулин те Августина Яковлевна Канашри педучилища вĕренме кĕрет. Анат Тăрмăшĕнчи шкулта çичĕ çул ĕçленĕ хыççăн Çĕньяла куçать, кĕçĕн класри ачасене вулама, çырма вĕрентет. Педагог стажĕ унăн 37 çул.
– Асатте эп ача чухне ялан «Çыннăн çурт, йывăç лартмалла, ачасем ÿстермелле» тетчĕ. Эпир мăшăрпа иксĕмĕр çак ĕçсене пурнăçларăмăр. 1975 çулта пÿрт турăмăр. Ĕлĕк сад пирĕн пысăкчĕ, ăна касса пĕтернине пула йăлтах çĕнетрĕмĕр. Ачасене те пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр, – тет В. Ягудин.
Владимир Ильичпа Августина Яковлевна килĕштерсе, шăкăлтатса пурăнаççĕ. Вĕсене никам та 70 тата 67 çулта тесе калаймасть. Хăйсен çулĕсенчен чылай çамрăкрах курăнаççĕ. Ĕçсĕр ларма хăнăхманнипе те çыхăннă ку. Ягудинсем вĕлле хурчĕсем те тытаççĕ, пушăрах вăхăтсенче Çăл Атăк ял историйĕпе кăсăкланаççĕ. Владимир Ильич хăйсен тăван кĕтесĕ ăçтан пуçланса кайни пирки чылай документ пуçтарнă. Халĕ яла пуçласа яракан Çăнăç, Çăтăç тата Ахмур тĕне кĕмен чăвашсенчен хăшĕн ăрăвĕ тăрса юлнипе кăсăкланать. Тĕпчесси вара «Хыпар» хаçатра 2002 çулта «Çăл Атăксен йăли-йĕрки» материала вуланă хыççăн пуçланнă. Çавăнтанпа канăç çухатнă. Унтанпа миçе кĕнеке çырăнса илсе вуламан-ши Владимир Ильич; Шупашкарта архивра тата миçе кун ларман-ши; Хăйне интереслентерекен ыйтăвĕсене тупнă, халĕ тăван ялĕ пирки çырнă документсемпе усă курса ал çырăвĕ хатĕрлет. Хăçан та пулсан вăл кĕнеке пулса кун çути курĕ.
О. Павлова.