АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çинче хисеплĕ, ĕçре маттур

23 сентября 2009 г.

«Аттене те виличчен эпех пăхрăм. Çакна Турăранах ыйтнăччĕ», – терĕ Л. Коннова чĕрери вăрттăнлăхне уçса. (Материала çакăнтан пуçланăшăн, тен, кÿренĕ те вăл. Уншăн каçару ыйтатăп). Анчах чи таса тивĕçне пурнăçланă хĕрĕ. Уншăн ăна сăвапĕ пулатех.

Патăрьелĕнче çуралнă Людмила Николаевна. Çемьери иккĕмĕш ача пулнă вăл. Асли амăшĕпе Çĕрпÿелĕнчен килнĕ. Лида ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Тăлăх хĕрарăма урăххи куç хывнă. Вăхăчĕ йывăр. Пĕччен ача ÿстерме те, çурт тытса тăма та çăмăл мар. Ирĕксĕрех килĕшнĕ хĕрарăм.

– Ытла та ырă çынччĕ аннемĕр. Атте бригадир пулнă пулсан та пĕр ĕçрен те юлмастчĕ вăл. Халĕ те асăмран тухмасть. Виççĕри йăмăка кÿмепе хире кĕтес вырма илсе тухаттăмăр. Анне ĕçлетчĕ. Манăн кÿме çумĕнчен хăпма юрамастчĕ. Хĕвел анса ларасса мĕн чухлĕ тимсĕлсе кĕтмен-ши; – аса илет Людмила Николаевна.

Ыр кăмăлне кура амăшĕн пурнăçĕ ăнманнишĕн кулянать. Яштак пÿллĕ бригадира куç хывакансем тупăннă. Çемьене аркатнă. Виçĕ ачана пĕчченех пăхса ÿстернĕ вара хĕрарăм. Ашшĕн ăшшине туйман тĕпренчĕкĕсем. Пĕр татăк çăкăра çурмалла пайлани сахал пулнă-им; Шкула кайма хатĕрленсе пусмаран шурă саппунпа кĕпе çĕлесе йÿнеçтерни асĕнчен тухмасть. Çак хушăра ашшĕ ялтах урăх çынпа пурăннă. Сывлăхĕ хавшасан, хĕрĕсем ÿссе çитсен вĕсенчен пулăшу ыйтнă. Хирĕçлемен çакна Люся.

Паян кăтартасчĕ ашшĕпе амăшне хĕрĕсен пултарулăхне. Анчах майĕ çук. Çурма тăлăх ÿснĕскерсем пурнăçра çирĕп ура çине тăнă. Ял çинче хисеплĕ, ĕçре маттур.

Ачаранах повар пулма ĕмĕтленнĕ Людмила Николаевна. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн вăл Шупашкарти кооператив техникумĕ çумĕнчи училищĕне çул тытнă. Унта повара вĕреннĕ. Çакăнтах ĕçлĕ практика илнĕ. Хамăр районти О. Самарина кирлĕ сĕнÿ нумай панă ăна.

Яла амăшĕ патнех таврăннă Людмила Николаевна. Ĕçе вырнаçма йывăр пулман: З. Германовăпа пĕрле ресторанта тăрăшнă. Ăста специалист çумĕнче çухалса кайман çамрăк. Мĕн вĕреннине ĕçре усă курма тăрăшнă вăл. Менюна урăхрах блюдăсем кĕртме пултарнă. Кайнă вара ĕçлĕ пурнăç. Пĕçернĕ, апат панă çĕрте тăнă. Кондитер цехĕнче те пулнă. «Пельменнăйра» халăха апатлантарнă. Ресторана тепĕр хут çаврăнса çитнĕ. Юлашки ĕç вырăнĕ вара «Юность» кафе. Аслă повар тивĕçĕсене темиçе çул пурнăçлать Л. Коннова. Пĕрле ĕçлекен К. Раськина, А.Кальметова, Г.Сымова тус-тантăшĕ маттурришĕн савăнать. Ытла та пĕр сăмахранах ăнланаççĕ мар-и;

Тăрăн кинĕ Людмила Николаевна. Петр Титовичпа пĕрлешсе 3 хĕр çуратса ÿстернĕ вĕсем. Çурт-йĕр çавăрнă. Ăрăва малалла тăсакансем те пур. Алена хĕрĕ Шупашкарти пĕр районти халăх судĕнче ĕçлет. Марина – медицина сестри. Треньелне качча тухнă. Ирина çеç ашшĕпе амăшĕн хÿттинче. Мускав институчĕн пĕр филиалĕнче куçăмсăр майпа вĕренет.

– Хĕртен пуян эпир. Мăнукăмăрсем те иккĕшĕ те тутăр çыхаканскерсем. Вĕсемшĕн савăнатпăр, – теççĕ Конновсем.

Килĕшÿре пурăнсан пурнăçа ÿпкелешмелли çук. Кăмăла каякан ĕçĕсем пур. Çакăн пек чухне кун иртнине те, çул хушăннине те сисместĕн çав. Людмила Николаевнăн та тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăчĕ çывхарса пырать. Куллен вĕри плита умĕнчи вĕрекен яшкапа пăтта пăтрата-пăтратах ватăлатпăр мар-и; Апатланма çÿрекенсем (çамрăкки, çулланни, ватти) кăмăлтан тав туни вара ирпе каллех çак ĕçе пуçăнма хистет. Хăв ĕçÿ çыншăн усăллă пулни пурнăçри хуйха-суйха манăçтарать, çынсемпе пĕрлех шÿтлес, кулас, калаçас килет. Çавăнпа илемлĕ те ĕнтĕ вăл пурнăç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика