23 сентября 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ЧР Строительство министерствин хула тăвас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне хутшăннă, сăмах тухса каланă.
Н. Федоров Чăваш Ен тĕп хули, ялсем градостроительствăпа архитектура стандарчĕсемпе килĕшсе тăмасăр аталаннине палăртнă. Строительство ĕçĕсене илемлĕх енчен тĕрлĕрен тума сĕннĕ. Çавна май канаш ĕçне пултаруллă, ăста çынсем явăçтарма чĕннĕ.
Вăрман ĕçченĕсене саламланă
Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров вăрман хуçалăхĕпе йывăç тирпейлекен комплекс ĕçченĕсемпе ветеранĕсене професси уявĕпе – Вăрман ĕçченĕн кунĕпе ăшшăн саламланă.
Вăрман Чăваш Ен территорийĕн пĕрре виççĕмĕш пайне йышăнать. Вăл экологи лару-тăрăвне таса тытса тăма май парать, промышленность валли чĕр тавар никĕсĕ пулса тăрать. Республикăра «Чăваш Ен вăрманĕ 2008-2011 çулсенче» тĕллевлĕ программăпа ĕçлеççĕ.
Президент хăйĕн саламĕнче вăрманçăсен пархатарлă ĕçĕсене ырласа асăннă, çут çанталăк пуянлăхне ÿстерсе пыма çирĕп сывлăх, телей, çĕнĕ çитĕнÿсем суннă.