АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Следстви пайĕ – икĕ çулта

23 сентября 2009 г.

Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ икĕ çул тултарчĕ.

Çак тапхăрта пая кадрсемпе тивĕçтерес енĕпе пысăк ĕç тунă. Халĕ саккун хуралĕнче ертÿçĕ çумĕ Р. Салимзянов, ертÿçĕн аслă пулăшуçи В. Егоров, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсен следователĕ В. Ярушкин, Д. Тазюков, А. Эткеров, В. Зайцев аслă следовательсем, Н. Маркиданова аслă инспектор тăрăшаççĕ.

Патăрьелĕнчи пай кăçал кăна преступленисем çинчен пĕлтернĕ 495 тĕслĕхе пăхса тухнă, çакăн хыççăн 90 уголовлă ĕç пуçарнă. Çынсене саккунсăр уголовлă яваплăх тыттарни, айăплисене тÿрре кăларнă приговор пулман.

Преступленисенчен ытларахăшĕ этем пурнăçне тата çынна хирĕçле тунисем. Вĕсен сăлтавĕсем нумай чухне йăлари хирĕçÿсемпе, эрех-сăрапа иртĕхни. Арлăх енĕпе, çыннăн Конституци прависемпе, сывлăхĕпе çыхăннă преступленисен шучĕ ÿсрĕ.

Коррупцие хирĕçле ĕçлес енĕпе тимлĕхе ÿстерсех пыратпăр. Ун пек преступленисем вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем, вырăнти хăйтытăмлăх депутачĕсем, милици сотрудникĕсем пирки пулчĕç. Следовательсем преступленисене уçса панипе çеç мар, вĕсене тума май паракан лару-тăрăва тишкерессине те пысăк вырăна хураççĕ, сăлтавĕсем палăрсан тивĕçлĕ ертÿçĕсене представлени ярса параççĕ.

Саккун хуралĕнче сыхă тăрассипе пирĕн малашнехи яваплăх тата та ÿсĕ.

Р. ШАЙХАЛОВ,

Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи, I кл. юрист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика