АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правительство ларăвĕ

26 сентября 2009 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ертсе пынă.

Правительство членĕсем темиçе саккун проектне тишкерсе йышăннă, вĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн çитес сессийĕнче çирĕплетме тăратаççĕ.

Малтанах ЧР Финанс министрĕ Николай Смирнов транспорт налукне индексацилеме йышăнни çинчен каласа панă. Кун пирки федераци правительстви постановлени кăларнă. Çавăн пекех алкоголь, сăра акцизĕсене те индексацилеççĕ.

Ларура Чăваш Республикинчи пенсионерсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене 2010 çултан 3910 тенкĕпе танлаштарма йышăннă. Çавăн пекех муниципалитетсене республика бюджетĕнчен культура объекчĕсене тĕпрен юсама субсиди уйăрмалли меслетсене палăртнă.

Ларура тăваттăмĕш кварталти ĕç планне çирĕплетнĕ, ытти ыйтусем пирки те тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика