26 сентября 2009 г.
Çĕнĕ Ахпÿртри вăтам шкулта экзаменсем пуçланас умĕн, 1976 çулхи хĕвеллĕ май уйăхĕнче, шкул директорĕ Галина Казяновăна хăйĕн кабинетне чĕнтернĕ. Шкулта 10 çул вĕренсе те «кавир» çинче тăман та, çак кĕтмен хыпар хĕре питĕ тĕлĕнтернĕ, хумхантарнă.
– Галя, эсĕ пединститута вĕренме кайма хатĕрленнине пĕлетпĕр-ха, – васкамасăр калаçу пуçарнă Н. Колпаков. – Эсĕ, пур предметпа тенĕ пекех «5» паллăпа вĕренсе пыраканскер, хуть мĕнле уйрăма та кĕме пултаратăн. Хăш специальноçа суйласа илтĕн-ха;
–Кун пирки хальлĕхе тĕплĕн шутламан-ха, – сăпайлăн хуравланă вăтанчăк хĕр.
– Апла пулсан, эпĕ сана вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсене хатĕрлекен уйрăма документсем тăратма сĕнетĕп. Çак предметсен учителĕсем шкулта ватăлса пыраççĕ... Эсĕ чи лайăх сочиненисем çыраттăн, шкулти стена хаçачĕ валли интереслĕ материалсем хатĕрлетĕн. Санра, мĕнле калас, литература творчествин туртăмĕ сисĕнет... Экзаменсем вĕçлениччен ман сĕнÿ пирки тĕплĕн шутла.
Хĕрÿ экзаменсем пĕтнĕ тĕле, çемьере канашланă хыççăн, вырăс чĕлхипе литературин учителĕ пулас ĕмĕт çирĕпленнĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче экзаменсене ăнăçлă парса, пысăк конкурс витĕр тухса Галина Казянова часах филологи уйрăмĕн студентки пулса тăнă.
Институтра та лайăх паллăсемпе вĕренсе пынă Çĕнĕ Ахпÿрт хĕрĕ. Курс ĕçĕсене те кăтартуллăн хатĕрленĕ вăл, наукăпа практика занятийĕсенче литература текстчĕсене пуринчен те тарăнрах тĕпчесе тишкернĕ.
1980 çулта диплом илсен Галина Казяновăна тăван шкула ĕçлеме янă. Унта вăл аслă классене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
1981 çулхи августра Шăмăршă каччипе Константин Ивановпа пĕр çемьене пĕрлешсен Галина Николаевна кÿршĕллĕ района куçса кайнă, Пуянкассинчи вăтам шкулта ĕçлеме тытăннă. Унта 10 çул хушши вырăс чĕлхипе литература учителĕ тата класс ертÿçи пулнă. Ачасене тарăн пĕлÿ парассишĕн çине тăрса ĕçленĕ Г. Иванова. Унăн вĕренекенĕсем районти олимпиадăсенче те призлă вырăнсем йышăннă. Пĕрлех учительсен художество коллективĕн йышĕнче концертсем кăтартма та активлă хутшăннă.
1991 çулта Галина Николаевна Шăмăршă районĕн вĕрентÿ пайĕн методистĕнче ĕçлеме пуçланă. 2 çултан, ĕçри тăрăшулăхне кура, ăна методика кабинечĕн заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Районти учительсене аттестацилессинче унăн тÿпи пысăк пулнă. Педагогсен квалификацине, методика шайне çулран-çул ÿстерес енĕпе нумай тăрăшнă Г. Иванова. Учительсен уçă урокĕсене йĕркелессине, паха ĕç опытне ытти педагогсем хушшине сарассине, çамрăк специалистсен тата завучсен семинарĕсене пухассине, пĕлÿ шайне ÿстерме учительсене курссене ярассине, «Çулталăкри учитель» конкурссем, методика идейисен фестивалĕсем ирттерессине пысăк тимлĕх уйăрнă Галина Николаевна.
2006 çултанпа Г. Иванова методист тивĕçне пурнăçлать. Унăн хăш-пĕр ĕç функцийĕсем улшăннă пулин те, вăл ытти методистсемпе пĕрле çÿлерех асăннă мероприятисене йĕркелеме хастар хутшăнать. Ачасен наукăпа практика конференцийĕсем, предмет олимпиадисем, творчество конкурсĕсем тата ытти мероприятисем ирттерме те сисĕмлĕ тÿпе хывать.
Ĕçри хастарлăхне кура Г.Н. Ивановăна «Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ ĕçĕн хисеплĕ работникĕ» знакпа, Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Мăшăрĕпе, Константин Васильевичпа, хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ивановсен пĕр мăнук та пур ĕнтĕ.
Çак кунсенче Г. Иванова 50 çул тултарчĕ. Ырă кăмăллă, илемлĕ чунлă педагога, пултаруллă методиста чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăхпа тулли телей, ĕçре ăнăçу сунчĕç.
Иĕ Медведевĕ