АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç çулĕпе аллă çул пĕрле

26 сентября 2009 г.

Хирти Пикшикре пурнăç пурăнса хисеплĕ çула çитнисем сахал мар. Анчах та ĕмĕрĕн çуррине–аллă çул пĕрле çемье тытса тăракансем сахал: Маннуровсем, Сармаевсем, Калмыковсем, Махмутовсем çеç.

Алляметдин Арифулловичпа Аллебену Айнатулловна Махмутовсем пĕр çемье чăмăртани кăçал аллă çул çитнĕ. Икĕ çын пурнăçне пĕрлештерсе тăракан çак паллă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тапхăрта вĕсен чылай йывăрлăха парăнтарса пурнăçа тирпейлесе пыма тивнĕ. Çулĕсем малаллах пулин те паян вĕсем иккĕшĕ те хăйсене телейлĕ туяççĕ. Тăватă хĕрĕн ултă мăнукĕ тăтăшах ватăсене пулăшма çÿреççĕ, пысăк ĕçсенче вĕсене хăйсене çеç нушалантармаççĕ. Ялта кил-тĕрешре, хуçалăхра пĕрле пурнăçламалли ĕç пайтах. Карчăк-шăрчăка кун каçа вăхăта ирттерме çурт хыçĕнчи каçалăк та çителĕклех. Мĕн пур пахча çимĕçне хăйсен вăйĕпе çитĕнтерсе илеççĕ вĕсем. Хуçалăхра ĕçленисĕр пуçне çемье пуçлăхĕ Алляметдин абый тăтăшах мечĕте çÿрет. Эпĕ пынă чухне те Махмутовсем иккĕшĕ те типĕ тытатчĕç.

– Ватăлтăмăр ĕнтĕ, пурнăçăн юлашки тапхăрĕнче тĕн йăли-йĕркине çирĕп пăхăнасчĕ, çамрăксемшĕн, мăнуксемшĕн ырă тĕслĕх пуласчĕ, – сăпайлăн çеç хуравларĕ аксакал.

«Иртнĕ кунăн çути çук», – теççĕ ватăсем. Çапах та Махмутовсен юнашар ларса хыçа юлнă çулсене черетлесе аса илмелли пайтах. Алляметдин Арифуллович пысăк çемьере ÿснĕ. Ултă ывăл та пĕр хĕр пулнă вĕсем. Ашшĕ вăрçăран аманса таврăннă хыççăн тăрăшшĕпех хуçалăхра бригадирта ĕçленĕ. Ялта хисеплĕ çын пулнă. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Алляметдин та çичĕ класс вĕренсе тухсанах ĕç стажне пуçланă: лашапа кĕлте турттарнă, хирте тислĕк сапаланă, ытти ĕçе хутшăннă... Çар хĕсметĕнчен тĕрекленсе те çирĕпленсе таврăннă хыççăн тивĕçлĕ канăва тухичченех хуçалăхри тĕрлĕ ĕçре вăй хурса хисеп, ят-сум çĕнсе илнĕ. А. Махмутов пурнăç тăрăшшĕпех ферма таврашĕнче ĕçленĕ: учетчикра, ферма заведующийĕнче, осеменаторта. Ун чухне сăвăнакан ĕнесем çеç колхозра пин пуç ытла та пулнă. Кашни ĕнерен сывă пăру илме тăрăшнă. Районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансен коллективĕсем хушшинче Хирти Пикшиксем кăтартуллисенчен пĕрисем шутланнă.

Аллебену Айнатулловна та мĕн çамрăкранпах çĕр ĕçĕпе пиçĕхнĕ хĕрарăм. Вăл та ялти чылай кил хуçи пекех алăпа тырă акнă, вырнă, çапнă, хуçалăхри кашни ĕçе явăçнă, нихăçан та турткаланса тăман. Ачисене çитĕнтернĕ вăхăтра пĕр ĕç кунĕнчен те юлман. Гельсире, Гельфире, Зельфия, Рузиля хĕрĕсем чылай чухне пĕччен те юлнă, амăшĕпе пĕрле хире те утнă. Ачасене ÿстернĕ вăхăтрах Махмутовсем тĕп килте хăйсен вăйĕпе çурт лартнă. Çак ăшă çемье паян ачисене те, мăнукĕсене те, тăванĕсене те кăмăлтан йышăнать. Бриллиант туйччен çапла пултăрах Махмутовсен.

А. Егорова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика