АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штрафа вăхăтра тÿлемелле

26 сентября 2009 г.

Çул çинчи йĕркелĕхе пăснăшăн административлă штраф хураççĕ. Ăна мĕнле тата хăçан тÿлемелле;

А. ВАСЮКОВ.

Ку ыйтăва ГИБДД районти уйрăмĕн инспекторĕ А.Каргина хуравлать:

– Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексĕн (КоАП) 32.2 статйипе килĕшÿллĕн, административлă штрафа Çул-йĕр правилине пăснăшăн административлă явап тытаканăн штраф хунă постановлени вăя кĕнĕ хыççăн 30 кун хушшинче тÿлемелле.

Çул çитмен çыннăн хăйĕн ĕç укçи çук пулсан, административлă штрафа ашшĕ-амăшĕнчен е унăн саккунлă представителĕнчен шыраса илеççĕ.

Штраф тÿленĕ çыннăн квитанци копине постановлени кăларнă должноçри çынна памалла.

Енчен те штраф тÿленĕ пирки квитанци çук пулсан, 30 кун иртнĕ пулсан, постановлени кăларнă орган ку ĕçе суд приставне штрафа шыраса илме ярса парать.

Постановлени кăларнă орган штраф тÿлемен çынна РФ КоАПĕн 20.25 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн административлă явап тыттарма пултарать. Ку вăл – пысăк штраф е 15 талăк таран административлă арестлени.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика