30 сентября 2009 г.
Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н. Глухов çывхарса килекен професси уявĕсене вырăнсенче кирлĕ шайра ирттермеллине каланă. Ватăсене, педагогсемпе ял хуçалăх ĕçченĕсене чыслăн саламламалла.
Районта паянхи демографи лару-тăрăвĕ савăнтарать. Ача çураласси ÿссех пырать, çамрăк мăшăрсем уйрăласси те сахал.
Канашлура хутмалли хĕллехи тапхăра тĕплĕн хатĕрленес ыйтăва çивĕчлетнĕ, ял хуçалăхĕнчи ĕçсене, районта иртнĕ Сывлăх кунне пĕтĕмлетнĕ, район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.