АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят мăнуксене те çитет

30 сентября 2009 г.

Ирхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн тин кăшт ларса канма майне тупрĕç Николай Васильевичпа Валентина Димитриевна Хомуткинсем. Килте мĕн те пулин тумалли туллиех çав: ĕнине кĕтĕве ăсатиччен сумалла, пăрушне курăк çине кайса çапмалла. Вĕсемсĕр пуçне тата кăрккасем, бройлерсем, кăвакалсем пур. Пурне те пăхмалла, çитермелле. Вăхăт мĕнле иртсе кайни сисĕнмест те. Унччен ĕçе кайнă чух та çаксенех пурнăçланă, халь ак ниепле те час пушанма çук. Хушăран вара Хомуткинсем канмалла пахча çумĕнчи сак çине лараççĕ (ÿкерчĕкре). Канни-мĕнĕ, паян мĕн тумалли пирки калаçаççĕ, мăнукĕсем килессе кĕтеççĕ.

Валентина Димитриевна та, Николай Васильевич та Сителтех çуралса ÿснĕ, çемье çавăрса тĕпленнĕ. Ĕçрен хăраса тăман, хушнине яланах чун ыйтнă пек пурнăçлама тăрăшнă. Çавăнпах иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Николай Васильевич ĕмĕр тăршшĕпех тракторпа вăй хунă. «Ударник» хуçалăхăн хирĕнче ака та, вырма та çуллен ирттернĕ. Тивĕçлĕ канăва кайсан та руль умĕнчен анма васкаман. Халь те «хурçă учĕшĕн» тунсăхлать. Сывлăхне упрама ачисем çирĕппĕн ыйтнипе кăна техника патне пымасть, унсăрăн паян тесен паян хире тракторпа тухма хатĕр. Хăйĕн тăрăшулăхĕпе, маттурлăхĕпе Н. Хомуткин «За доблестный труд» медаль, тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисем илнĕ.

Валентина Димитриевна та паянхи кунчченех ĕçшĕн тунсăхлать.

– Ĕçленĕ чухне лайăх, – тет вăл. Килте ахаль ларма хăнăхман, çавăнпах выльăх-чĕрлĕхне те тытаççĕ. В. Хомуткина тивĕçлĕ канăва каиччен 13 çул хушши Первомайскинчи пекарньăра çăкăр пĕçернĕ. Унтан 12 çул çумăрне, çил-тăманне пăхмасăр çынсем патне хаçат-журнал, пенси укçи çитерме васканă. Хĕрарăмăн тата килте те ĕçлемелли туллиех вĕт – апат пĕçермелле, япала çумалла, ачисене пăхмалла. Йывăр пулсан та тăрăшнă, пур çĕре те ĕлкĕрнĕ. Малтанласа тĕп килте пурăннă, ун чухне ачисене пăхса тăракансем пулнă. Каярахпа аслисем кĕçĕннисене ас тунă.

Укçи-тенкине кăшт пухсан 1971 çулта Хомуткинсем хире тенĕ пек çурт купалаççĕ. Тĕп килте 8 çул пурăннă хыççăн уйрăлса тухаççĕ. Халь ак ачисем те «вĕçсе» кайнă. Вĕсене кашнине тивĕçлĕ пĕлÿ пама, тĕрĕс пурнăç çулĕ суйласа илме пулăшнă. Надя Шупашкарти хула больницинче медсестрара, Таня Пашьелĕнчи шкулта ачасене вĕрентет, Галя – предприниматель, Люда Шупашкарти архивра тăрăшать. Кĕçĕнни, Алик, кăçал çуркунне кăна салтак тумне хывнă. Вăл милицисене хатĕрлекен ятарлă курссинче вĕренет. Валентина Димитриевнăпа Николай Васильевич чунĕсене йăпатма хальлĕхе пилĕк мăнук пур, вĕсен йышĕ тата та ÿсессе иккĕшĕ те шанаççĕ.

Çуралнă куна е ытти уявсене пĕрле пуçтарăнсан пÿрт шавласа кăна тăрать. Николай Васильевичпа Валентина Димитриевнăран кун пек чухне телейлĕреххи никам та çук пуль: куç тулли ачисем, мăнукĕсем, урăх вĕсене нимĕн те кирлĕ мар.

О. Павлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика