30 сентября 2009 г.
Нăрваш Шăхаль çыхăну уйрăмĕ «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕпе, кунти ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕр çуртра вырнаçнă. Çыхăну уйрăмне кĕрсе тухма кăмăллă.
– Таса, çутă. Çурта хĕл кунĕсенче газпа хутса ăшăтаççĕ. Кунта туслă коллектив ĕçлет, – пĕлтерет калаçăва хускатнă май çыхăну уйрăмĕн ертÿçи Н.В. Капитонова. – Пирĕн виçĕ участок, кашнийĕнче пĕрер хаçат-журнал валеçекен (почтальонка), хампа тăваттăн.
Надежда Владимировна май уйăхĕнчен кăна ĕçлет пулин те (унччен вăл ял администрацинче ĕçленĕ пулнă) çыхăну уйрăмĕн ĕçне ăнкартать. Коллективпа ĕçлес ăсталăха кунран-кун ÿстерсе, тарăнлатса пырать.
– Почта ĕçченĕсен халăхпа ĕçлемелли ĕç, – тет çыхăну уйрăмĕн ертÿçи калаçăва малалла тăснă май. – Халăх пире ăнланать, эпир – вĕсене...
Почтальон ĕçĕ, паллах, яваплă та пархатарлă. Кашни çын куллен вăл хаçат-журнал е çыру-мĕн илсе пырса парасса кĕтет. Çак таса тивĕçе чăннипех те тÿрĕ кăмăлтан, пĕтĕм яваплăха туйса пурнăçласа пыраççĕ те ĕнтĕ çыхăну уйрăмĕнчи ĕçченсем. Акă, Регина Александровна Медведева çыхăну ĕçĕнче 10 çул ытла тимлет, Валентина Григорьевна Фролова та çавăн чухлех вăй-хал хурса тăрăшать. Роза Алексеевна Кириллова вара çĕнĕ ĕçре (унччен фермăра дояркăра ĕçленĕ) пĕрремĕш уйăх кăна пулин те ăсталăхĕпе аслă юлташĕсенчен юлмасть, вĕсен ĕç опытне тимлесех вĕренсе алла илет.
Почтальонсен ĕçĕпе çыхăну уйрăмĕн ертÿçи Надежда Владимировна кăмăллă.
–Вĕсем манăн, – тет вăл, – ĕçе хăвăрт, пахалăхлă тума вĕренсе çитнĕ. Пирĕн ĕçре халăхпа калаçма пĕлни те пысăк вырăнта...
Нăрваш Шăхаль ялĕ районта пысăк ялсен шутĕнче. Унта пурĕ 600 ытла хуçалăх, анчах та, шел пулин те, куллен çын пурнаканĕсем 550 хуçалăх. Паянхи куна ял çыннисем 1220 экземпляр тĕрлĕрен хаçат-журнал илсе тăраççĕ. Вулакансенчен ытларахăшĕ район хаçатне кăмăллаççĕ. Енчен те вăл кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 154 экземпляр килсе тăнă пулсан, халь вара – 170 экземпляр. Çавăн пекех, Надежда Владимировна шухăшĕпе, район хаçатне çырăнакансен шучĕ 2010 çулта хальхинчен чылай ÿсме кирлĕ. Çаплах пултăрччĕ.
Хуçалăхри тĕп агроном С. Шалтынов, В. Николаев, Т. Калашникова учительсен çемйисем, Б. Кошкин пенсионер, «Труд» пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн тава тивĕçлĕ колхозникĕ В. Митрофанов тата ыттисем те çулленех хăйсем кăмăллакан хаçат-журнала вăхăтра çырăнса илеççĕ.
Малашне ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти кашни учитель хаçат тусĕ пулинччĕ (хальлĕхе пĕр хаçат та çырăнман учительсем сахал мар-ха кунта, педколлектив пĕчĕк мар).
Пур çĕрти пекех кунти çыхăну уйрăмĕнче те 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарасси пуçланнă. Ĕç коллективĕ ăна ăнăçлă вĕçлессишĕн вăя парса ĕçлет.
Г. Павлов.