30 сентября 2009 г.
Иккĕмĕш классем вĕренекен пÿлĕме эпĕ кĕтнĕ хĕр ача килсе кĕчĕ. Çырури пекех Алсу черченкĕ те сăпайлă, илĕртÿллĕ. Утмăлтурат тĕслĕ кăвак куçĕпе вăл çын çине питĕ ăшшăн, тараватлăн пăхать.
Алсу Ахметзяновăн пархатарлă ĕçĕ пирки паян хăйпе пĕр çулхисене те, аслăраххисене те, ашшĕ-амăшĕпе учительсене те каласа кăтартма сăлтав пысăк. Сакăр çулхи хĕр ача иккĕри тепĕр хĕр ачан пурнăçне çăлнă.
– Пĕлтĕр пирĕн çемьене Руфина хутшăнчĕ, кăçалхи çулла вара маншăн тепĕр йăмăк тупăнчĕ, – чĕвĕлтетрĕ тутар хĕр ачи вырăсла мĕн сăлтавпа ăна шыранине пĕлсен.
Çак ĕç çĕртме уйăхĕнче пулса иртнĕ. Алсу çуллахи каникул вăхăтĕнче Тутар Республикинчи Чистополь хулине кукамăшĕ патне канма кайнă. Питĕ хитре вырăнта пурăнаççĕ вĕсем, юнашарах Кама юхан шывĕ, вăрманĕ те аякра мар...
Пĕр шăрăх кунхине Алсу кăнтăрла урама тухман. Хĕвелтен пытанса пÿртре çеç ларнă. Кĕтмен çĕртен ăна темĕнле туйăм пысăк юхан шыв еннелле тухакан кантăк патне илсе пынă. Кăпăк кăларакан кăтра хумсем пĕрин хыççăн тепри çырана киле-киле çапнă. Алсу çыран хĕрринче пĕр пĕччен пĕчĕк хĕр ача шывран тухайманнине курнă. Хум майĕпе вăл шалалла ывтăнса кĕнĕ те тулалла çыран хĕрринелле пынă. Анчах хăйăр çине тухса ĕлкĕреймен. «Путать!» – вĕлтлетнĕ унăн пуçĕнче шухăш. Çав вăхăтра никама нимĕн каламасăр пĕрремĕш хутра пурăнакан кукамăшсем патĕнчен çил пек васкаса тухса кайнă, ишме пĕлменнине шутласа илмесĕрех, кĕпипех пĕчĕк хĕр ачана пулăшма шыва кĕрсе кайнă. Хăй каланă тăрăх, питĕ йывăр пулнă ăна икĕ алă çинче путакана йăтса тухма. Нушаланнă та, кăшкăрнă та вăл. Анчах кăлăхах пулнă, аякра сак çинче ларакан арçынсем икĕ хĕр ача та пурнăçпа вилĕм хушшинче пулнине асăрхаман, кăшкăрнине те илтмен. Юлашкинчен Алсу мĕн пур вăйне пуçтарса пĕчĕк хумсене çĕнтернĕ те хĕр ачана хăйăр çине илсе тухнă. Сывлăш çавăрса ярсанах ăна икĕ аллипе йăтса килне илсе кайнă. Иккĕри Алинăшăн тинех хăрушлăх хыçра пулнă. Ашшĕпе амăшĕ тÿрех васкавлă пулăшу машинине чĕннĕ. Инкеке лекнĕ пепкене çийĕнчех больницăна ăсатнă. Виçĕ эрне сипленĕ шывра путма пуçланă ачана. Алина çемьере пĕртен-пĕр хĕр. Халĕ унăн аслă аппăшĕ, Алсу тупăнчĕ. Çакăншăн вăл паян савăнма пĕлет-ши, ас тăвĕ-ши ăна малашне; Ашшĕпе амăшĕшĕн вара вăл синкерлĕхрен Турă çăлнă ĕмĕр асра юлмалли кун пулса юлĕ.
Ача чухнехи ĕмĕт тĕтреллĕ пулин те, Алсу тухтăр специальноçне алла илме шухăшлать. Çунатлă ĕмĕчĕ пурнăçа кĕтĕрех хĕр ачан. Тĕрĕссипе вара вăл çын сывлăхĕпе çыхăннă професси енне пĕрремĕш утăм туса инкеке лекнĕ хĕр ачан малашлăхне çăлнă.
А.Егорова.