АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пуçлăхĕн парнисемшĕн

03 октября 2009 г.

Иртнĕ шăматкун çанталăкĕ те спорта юратакансемшĕнех пулчĕ пуль: хĕвел ăшшăн пăхрĕ. Патăрьелĕнче, тĕп лапамра, район пуçлăхĕн призне çĕнсе илессишĕн ăмăртăва хутшăнакансен кăмăлне курнăн туйăнчĕ. Эстафетăна 500-е яхăн çын хутшăнчĕ, «чирлекенсем» те нумайăн пулчĕç.

Ăмăртăва район пуçлăхĕ Н. Глухов хутшăнчĕ, пурне те çитĕнÿ сунчĕ. Патăрьел районĕн гимнĕ янăранă хыççăн старта тухрĕç.

Эстафетăна пулас спортсменсем пуçларĕç. Çичĕ ача садĕнчен пухăннă ачасем хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Чи вăйлисем Патăрьелĕнчи тĕп ача садне çÿрекенсем пулчĕç, вĕсем пĕрремĕш тухрĕç. Иккĕмĕш вырăна – «Солнышко», виççĕмĕшне «Василек» ача сачĕсен воспитанникĕсем йышăнчĕç.

Кĕçĕн класра вĕренекенсем те район пуçлăхĕн призне çĕнсе илессишĕн ăмăртрĕç. Тупăшу вĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна – Еншик, иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Именкасси тата Чăваш Ишек шкулĕсенче ăс пухакансем çĕнтернипе вĕçленчĕ.

Эстафетăна предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче вăй хуракансем те хутшăнчĕç, командăсем тăратрĕç.

Малтанах хĕрарăмсем ăмăртрĕç. Хутшăнакансем нумайăн пулнăран икĕ этаппа иртрĕ. Чи маттуррисем Патăрьелĕнчи нотариус кантурĕнче тăрăшакансем пулчĕç, вĕсем пĕрремĕш тухрĕç. Иккĕмĕшне – Упамсари ача садĕнче, виççĕмĕшне Шăхачри шкулта ĕçлекенсем йышăнчĕç.

Ял тăрăхĕсенче вăй хуракансем те хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Кунта çĕнтерÿçĕ ятне Первомайскисем тивĕçрĕç. Туçасем вĕсенчен кăшт кăна каярах юлса финиша çитрĕç. Хирти Пикшиксен те кăтартăвĕ начар мар – виççĕмĕш вырăн.

Предприятисем, учрежденисем хушшинчи ăмăртăва пăхнă май, камсем çĕнтересси интереслентерчĕ. Маттуррисем Патăрьелĕнчи шалти ĕçсем пайĕнче тăрăшакансем пулчĕç. «Паттăр» спорт комплексĕнче вăй хуракан сем – иккĕмĕш, Перекет банкĕн ĕçченĕсем виççĕмĕш тухрĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен Первомайскисем тăратнă командăна çитекенсем пулмарĕç. Вĕсем хыççăн Патăрьелĕнчи – пĕрремĕш, унтан Аслă Чементи шкулсенче вĕренекенсем çитрĕç. Тĕп шкулсем хушшинчи ăмăртура татах Первомайскинче ăс пухакансем мала тухрĕç. Иккĕмĕш вырăна та Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулта пĕлÿ илекенсем йышăнчĕç. Туçасем вара виççĕмĕш тухса призлă вырăна тивĕçрĕç.

«Чирлекенсем» пурне те хавхалантарса, мала тухма ырă сунса тăчĕç.

Малти виçĕ вырăна йышăннă командăсене диплом тата парне парса хавхалантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика