03 октября 2009 г.
Кĕрхи кунсем çитрĕç. Çанталăк та сивĕтрĕ, кашни кил-çурта кăмака хутса е газ чĕртсе ăшăтмалла. Çавăнпа та малтанах пушар хăрушсăрлăх правилисене тĕп вырăна хумалла.
Вутăпа е кăмрăкпа хутакан кăмакасене тĕрĕслемелле, шуратмалла. Кăмака умне 50х70 см тимĕр татăкĕ хумалли çинчен манмалла мар. Газпа усă куриччен малтанах тĕтĕм çулĕсене тата вентиляци каналĕсене тĕрĕслемелле, тасатмалла.
Хутса ăшăннă май, кăмакасене тата тĕтĕм çулĕсене хăрăмран мĕн хутма пуçланăранпа тата хутма пăрахичченех тасатса тăмалла. Хутса тăракан кăмакасене 3 уйăхра, яланах çунса тăракан кăмакасене, газ хуранĕсене 2 уйăхра, апат пĕçерекен плиткăсене кашни уйăхра тасатса тăмалла. Йĕркене çирĕп пăхăнсан инкек те пулмĕ.
А. Андреева.