07 октября 2009 г.
Иртнĕ эрнекун районта «Единая Россия» политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн конференцийĕ пулнă. Ăна политканашăн секретарĕ, район пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пынă.
Конференци ĕçне политканашăн Регионти членĕ В. Филимонов, Регионти ĕç тăвакан комитет сотрудникĕ В. Грачев хутшăннă.
Конференцире партин вырăнти уйрăмĕн ĕç-хĕлне пăхса тухнă, малашлăх тĕллевсене палăртнă, районтан икĕ çынна партин Чăваш регионти уйрăмĕн ХVI конференцине кайма делегата суйланă. Алманчă ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Фоминпа районти Роспотребнадзорăн Управлени начальникĕн çумĕ А. Прохоров республика конференцине хутшăнĕç.
(Хамăр корр.).