07 октября 2009 г.
Районта октябрĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 25-мĕшĕччен ял хуçалăх техникине хĕле мĕнле хатĕрлесе лартнине ятарлă комисси тĕрĕслĕ. Мероприятие ял хуçалăх техникине упрас, машинăпа трактор паркне тирпейлес, юсав ĕçĕсене лайăхлатас, управ базине сарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Комисси членĕсем пулма АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникне (комисси председателĕ) М. Калмыкова, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай эксперчĕсене И. Васильева, М. Хафизова, Патăрьел районĕнчи Гостехнадзор инспекцийĕн начальникне А. Думилина (хăй килĕшнĕ тăрăх), социаллă хÿтĕлев пайĕн ĕç сыхлавĕн специалистне Г. Крылова (хăй килĕшнĕ тăрăх) кĕртнĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсен çак тапхăрта машинăпа трактор паркне тимĕр-тăмăртан, кирлĕ мар ăпăр-тапăртан тасатмалла, ял хуçалăх техникин комплектлăхне тимлĕх уйăрмалла, трактор-комбайнсене управа нумай вăхăтлăха ГОСТăн 7751-85 номерĕпе килĕшÿллĕн лартмалла, ĕç сыхлавĕн тата техника хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăхăнмалла.
Хăш-пĕр хуçалăхсенче техникăна хĕле хатĕрлессине кирлĕ шайра йĕркелемеççĕ. «Дуслык», «Колос», «Родина», «Гвардеец», «Знамя» «Заря» хуçалăхсен пĕлтĕрхи йăнăшсене тÿрлетес тĕллевпе ытларах ĕçлемелле.
Техникăна управа лартассипе районти агропромышленность комплексĕн организацийĕсем тата фермер хуçалăхĕсем хушшинче конкурс йĕркелеме палăртнă. Çавăнпа та ял хуçалăх предприяти ертÿçисен тата ял тăрăх пуçлăхĕсен техникăна хĕле мĕнле хатĕрленине тĕрĕслесе тăма вырăнта комисси йĕркелемелле.
Конкурса октябрĕн 30-мĕшĕччен пĕтĕмлетеççĕ.
(Хамăр корр.).