АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватă çынсене чысласа

07 октября 2009 г.

Ваттисен кунĕнче мана Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти 6-мĕш класс ертÿçи Т. Кузьмина тĕл пулăва чĕнчĕ. Хаваспах килĕшрĕм. Сăлтавĕ те пулчĕ. Çак класра Рома мăнук пĕлÿ пухать. Тĕл пулăва палăртнă вăхăтран маларах çитрĕм. Çавăнпа та урок итлеме чĕнчĕç.

Ун хыççăн тĕл пулу пуçланчĕ. 60 çул каялла кивĕ йывăç çуртсенче вутăпа хутнă классенче вĕреннине, учительсен ушкăнпа ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕкĕсене кăтартса каласа патăм. Пирĕн çамрăклăх Тăван çĕр-шывăн вăрçи тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче иртрĕ. Çи-пуç та апат начар, çапах пĕлÿ илес тĕллев пысăк пулнă. Ялта 7 çул пĕлÿ пухсан 6-7 ача Турханти вăтам шкулта вĕрентĕмĕр. Хĕлле тата çуркунне хваттер укçи тÿлесе пурăннă, çуллапа кĕркунне кашни кунах çуран утнă. Халĕ кулăшла та. Пĕррехинче философи наукин докторĕпе Владимир Иванович Чекушкинпа хамăр çула шагалкăпа виçсе кайрăмăр. Халĕ те ăçта миçе çухрăмне ас тăватăп.

Паян ачасене вĕренме пур услови те пур. Шкулта компьютерсемпе анлăн усă кураççĕ. Вĕрентекенсем ĕçлесе пысăк опыт пухнă. Шкулта столовăй ĕçлет.

Б. КОШКИН,

ĕç ветеранĕ.

l Сăкăт ял тăрăхĕнчи ватăсене чыслакан мероприяти ирттерчĕç. Тĕл пулăва библиотекăра йĕркелерĕç. Чунпа ватăлманнисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Кузнецов, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Т. Полякова, «Красное знамя» ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи П. Никифоров, ял тăрăхĕн ĕçченĕсем саламларĕç. А. Сулагаева библиотекарь кĕнеке выставкипе паллаштарчĕ, «Шуралаççĕ тăнлавсем» темăпа калаçу ирттерчĕ. В. Кузнецов пенси çăмăллăхĕсем çинчен каласа пачĕ, ялти строительство ĕçĕсен планĕпе паллаштарчĕ. Т. Полякова район пуçлăхĕн саламне çитерсе ыйтусене хуравларĕ. П. Никифоров ял хуçалăх ĕçне тивĕçлĕ канăва тухнине пăхмасăр хутшăнакансене ырларĕ.

Халăх ăсталăхĕпе культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ А. Калькинпа çиччĕмĕш класра вĕренекен К. Убасева савăк юрăсем шăрантарса тĕл пулăва хутшăннисен кăмăлне уçрĕç.

А. Иванова.

l Ишлĕ ял тăрăхĕнче Тĕнчери ватă çынсен кунне кашни ялтах кăмăллă та, савăнăçлă та ирттерчĕç. Культурăпа халăх пултарулăхĕн аталану центрĕсем çумĕнче йĕркеленĕ агитбригада ĕçченĕсем кашни ялти тĕл пулăвах хутшăнса кинемейсемпе мучисене уявпа саламласа ĕлĕкхи юрăсене аса илчĕç. Люля, Ульяновка, Пăлапуç Нурăс, Ишлĕ ялĕсенчи ватăсене уявпа саламлама район администрацийĕн представителĕсем килчĕç, пурне те çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç.

М. КАБАЕВА,

Ишлĕри культурăпа халăх пултарулăхĕн аталану центрĕн директорĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика