14 октября 2009 г.
Вут-кăварпа асăрханусăр пулни çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те кил хуçисене инкек илсе килет. Хĕле хирĕç вара пушшех хăрушă.
Юпа уйăхĕн пĕрремĕш эрнинчех районта пушар хуралĕн ĕçченĕсен икĕ хутчен вут-çулăма парăнтарма тивнĕ. Пĕрремĕшĕ Тутар Сăкăтĕнчи Ф. Насертдинов хуçалăхĕнчи мунчара тухнă. Сăлтавĕ – электрооборудовани юсавсăр пулни.
Тепĕр пушар вара Татмăшри В. Дмитриевсен хуçалăхĕнче тухнă. Усал хыпара вут-кăварпа кĕрешекенсен патне кăнтăрла иртсен çитернĕ. Инкекре хуралтăсен тăрри, сарайĕ юрăхсăра тухнă. Сăлтавĕ паллах мар-ха, çапах та пушарниксем ăна хальлĕхе вутпа асăрханусăр пулнипе çыхăнтараççĕ.