14 октября 2009 г.
Район центрĕнчи шкулта вĕренекен çак хĕр ачана çул çитменнисен комиссине темĕнле преступлени тунăшăн мар, уроксене пĕр вĕçĕм сиктернĕшĕн, вăрах вăхăт хушши тĕлли-паллисĕр çухалса çÿренĕшĕн чĕнтернĕ. Йĕрке хуралçисемпе ытти яваплă органсем ăна шыраса тупнă хыççăн вăл ăçта, кампа çухалса çÿренине тĕпченĕ. Çак хĕр ача хăйĕнчен вунă çул аслăрах ача амăшĕпе явăçса кайнă-мĕн. Лешĕ вара, ирĕклĕ пурнăçа хăнăхнăскер, ăна та хăй çумне явăçтарнă. Юрать-ха, вĕсен йĕрĕ çине вăхăтра ÿкнĕ. Унсăрăн тем те курса тăрăн.
Хальхи вăхăтра килте ачасене пушшех те çирĕп тĕрĕслев кирлĕ çав. Каçхине вунă сехет хыççăн çул çитмен ачасен урама та тухма юрамасть. Çакăншăн каллех ашшĕ-амăшĕ явап тытĕ.