14 октября 2009 г.
Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен кашни тунтикун иртекен планеркинче район пуçлăхĕ Н. Глухов чăн малтанах ача-пăча, сывлăх учрежденийĕсенче, организаци-предприятисенче хутмалли сезона пуçламалли пирки каланă. Ку тĕлĕшпе ĕçе пăтăрмахсемсĕр туса пымаллине çивĕчлетнĕ.
Кăçалхи кĕркунне типĕ те, уяр та килчĕ, çĕр ĕçченне уй-хир ĕçĕсене тирпейлĕ вĕçлеме май пачĕ. Юпан 30-мĕшĕнче районти ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче ĕç паттăрĕсене чыслĕç, кăтартуллă хуçалăхсене палăртĕç.
Çитес çул районшăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти – пирĕн тăрăхра Республика кунĕ иртни. Шутлă кунсем хăвăрт иртĕç. Çавăнпа та район пуçлăхĕ уява халех хатĕрленсе хамăр пурăнакан вырăна, организаци-предприяти территорисене тирпей, хăтлăх кÿрес пирки çирĕп каланă.
Планеркăра район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.