14 октября 2009 г.
Ял хуçалăхĕнче техникăсăр алăсăр-урасăр пекех, хуть хăш ĕçе тытăнсан та кирлĕ. Трактор-машина мĕнле шайра пулнинчен ака, вырма мĕнле иртесси те килет. Юлашки çулсенче ял хуçалăх производствинче мехпарка çĕнетессипе ытларах та тимлеме пуçăнчĕç. Пĕлтĕр техника 65 миллион тенкĕ ытлалăх е 45 единица туяннă. Кăçал тăхăр уйăхра 30 единицăна яхăн илнĕ, вĕсен сумми 40 миллион тенке яхăнлăх. Çĕнĕ çулччен тата та хутшăнмалла. Хальхи вăхăта «Весна» хуçалăх – выльăх апачĕ тата тĕш-тырă пухакан комбайнсемпе, çĕр улми суйлакан «Колнаг» сортировкăпа, «Батыревский» – «уй-хир карапĕпе», КамАЗ автомашинăпа, «Жизнь» – тракторпа, «Знамя» – «иккĕмĕш çăкăра» пуçтаракан «Гримме» комбайнпа, «Дуслык» – «Енисей-1221» комбайнпа, «Корма» МТЗ-1221 тракторпа, çавăн пекех тата ытти ял хуçалăх техникипе те пуянланнă. Вĕсем пурте хире тухса курчĕç, мĕнле пахалăхпа ĕçленине кăтартрĕç.
О.ПАВЛОВА.