АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс çул çине тухма кая юлман

14 октября 2009 г.

Район администрацийĕ çумĕнче çул çитмен ачасен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Комисси председателĕ – район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти тăххăрмĕш класра вĕренекен ачасен пĕр ушкăнĕ пĕлсе е пĕлмесĕр, ăнланса е ăнланмасăр тĕрĕс мар çул çине тăнă ĕç пирки каларĕ. Районта çăмăл атлетикăпа чупу иртнĕ хыççăн пĕр класра вĕренекен ултă ача (4 хĕр ача та 2 арçын ача) киле кайма васкаман, Патăрьелĕнчи кану паркне пуçтарăннă та «канма» шут тытнă. Çак тĕллевпе хăйсем хушшинчех «спонсор» тупăннă, палламан аслăрах çынна пысăк савăтлă хăватлă сăра илтернĕ. Çапла хăналаннă вăхăтра вĕсене районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторе ярса тытнă, кашнийĕн ашшĕ-амăшĕ ячĕпе çул çитмен ачасене кирлĕ пек воспитани паманшăн протокол çырнă. Комиссие айăпланакансен ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех класс ертÿçи те килнĕ. Çак кĕтмен пăтăрмахшăн вăл та тĕлĕнчĕ. Мĕншĕн тесен ачасем уйрăммăн илсен кашниех лайăх енпе çеç палăраççĕ: вĕренÿре те, спортра та, обществăлла ĕçре те кăтартуллă темелле. Тĕрĕс çул çине тухма, йăнăша тÿрлетме кая юлман. Вĕсем хушшинчи пĕр арçын ача вара маларах кĕсье телефонне вăрланипе те палăрнă.

Комиссинче преступлени тунă çул çитмен ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ явап тытрĕ, малашне вĕсемпе çирĕпрех пулассине шантарчĕ. ЧР административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн пурте ачисен хăтланăвĕшĕн штраф тÿлерĕç.

– Пирĕн тĕллев ашшĕ-амăшне комиссине чĕнтерсе намăслантарасси, вĕсене штраф тÿлеттересси мар. Ÿссе çитсе характер улшăннă чухне аслă класри ачасем темĕнле усал ĕçпе те çыхăнма пултараççĕ. Пăр айĕнчен вăрттăн шыв юхнă евĕр вĕсене вăхăтра асăрхамасан, вĕрентмесен, каламасан вăл пысăк инкекпе те вĕçленме пултарать. Çавăнпа та çул çитмен кашни ача пысăк, ăслă, çĕр-шыва юрăхлă çын пулса ÿстĕр тесе ашшĕ-амăшĕн те, учительсемпе обществăлла воспитательсен те, ытти общественноçăн та пĕр шухăшлă пулса тăрăшмалла, – терĕ комисси председателĕ Р. Селиванов çак темăпа калаçăва пĕтĕмлетсе.

Çул çитмен ачасемпе çыхăннă ĕçсене пăхса тухнă хыççăн райадминистрацин, вĕрентÿ пайĕпе райшалĕçпайĕн работникĕсем районта 18 çул тултарман ачасем экстремистла характерлă преступленисем ан туччăр, çамрăксем тĕрлĕрен тĕн йăлин юхăмĕсемпе çыхăнса ан кайччăр тесе пурнăçласа пыракан ĕçсемпе, мероприятисемпе паллаштарчĕç.

А. Егорова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика