14 октября 2009 г.
Экономика кризисĕ хăйĕн йĕркисене пăхăнма хистет. Апла пулин те саккунсене пăхăнасси кирлĕ пек пулса пымалла, çав шутра ĕçлев законодательствине те. Çак ĕç мĕнле шайрине район прокуратури тĕрĕслерĕ.
Паллă ĕнтĕ: ĕç параканăн ĕçлекене саккунпа килĕшÿллĕн вырнаçтармалла, ĕçленĕ вăхăтра та РФ Ĕçлев кодексĕн 303-мĕш статйине çирĕп пăхăнмалла. Анчах та хăш-пĕр чухне уйрăм предпринимательсем çакна шута илмеççĕ.
Акă, В. Туктин уйрăм предприниматель хăйĕн суту-илÿ павильонне А. Шапкинăна ĕçе илнĕ. Анчах та ĕçлекен пирки саккун ыйтнисене пурнăçламан. Шалăва та чи пĕчĕк ĕç укçинчен сахалрах тÿленĕ.
Ĕçлев законодательствине çакăн евĕрлĕ пăснă тĕслĕхсем Э. Насибуллов уйрăм предпринимателĕн те пур.
Район прокурорĕ В. Туктинпа Э. Насибуллов пирки административлă ĕçсем пуçарчĕ, вĕсене ЧР Патшалăх ĕçлев инспекцине ярса пачĕ.
Ĕçлевпе çыхăннă саккунсене кашни предприятире, организацире, учрежденире, çавăн пекех уйрăм предпринимательсен те çирĕп пăхăнмалла. Кирек мĕнле лару-тăру пулсан та вĕсене пăсма никамăн та ирĕк çук.
Ю. ФУРАЖНИКОВ,
Патăрьел районĕн
прокурорĕ.