АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Деверинская парнисемшĕн

14 октября 2009 г.

Тĕнче класлă спорт мастерĕ, СССР спорт мастерĕ, хăвăрт утас енĕпе тĕнче рекордсменки Александра Деверинская парнисене çĕнсе илессишĕн Первомайскинче йăлана кĕнĕ çăмăл атлетика кросĕ иртрĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансене, хăнасене район пуçлăхĕ Н. Глухов, хăвăрт утас енĕпе тĕнче чемпионки О. Иванова, Первомайски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю. Федоров тата ыттисем те саламларĕç, çитĕнÿсем сунчĕç.

Старта çак кун 400 ытла спортсмен тухрĕ. Вĕсенчен чи асли – Сăкăт ял поселенийĕнчи 73 çулти Н. Ларионов.

5-7-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче хĕрачасенчен А. Носова (Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул), К. Егорова, А. Михайлова (иккĕшĕ те Нăрваш Шăхаль шкулĕнчен), арçын ачасенчен Д. Ларкузов (Турхан), А. Мотков (Аслă Чемен), Ю. Никитин (Первомайски) призлă вырăнсене йышăнчĕç.

8-9-мĕш классенчи хĕрачасенчен А. Прокопьева (Ишлĕ), А. Петрова (Н. Шăхаль), И. Андреева (Комсомольски районĕ), арçын ачасенчен М. Ялуков (Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул), К. Фролов (Треньел), Ф. Яппаров (А. Чемен) малти вырăнсене тухрĕç.

10-11-мĕш классенче вĕренекен хĕрачасем хушшинче А. Чинчикеева, К. Левина, Н. Федорова (пурте Шупашкартан), К. Филиппов (Н. Шăхаль) чи лайăх вăхăт кăтартрĕç. Арçын ачасенчен Р. Мулгачев (Первомайски), В. Степанов (Вăрмар), Д. Краснов (Первомайски) чи пултаруллисем пулчĕç.

Командăсем енĕпе Первомайскисем малта. Иккĕмĕш вырăнта – Аслă Чемен, виççĕмĕшĕнче – Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулсем.

Тĕп шкулсем хушшинче Ишлĕсем çĕнтерчĕç. Вĕсем хыççăнхи вырăнсенче Шăхачпа Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕсем.

Хĕрарăмсем хушшинче хăйсен ÿсĕм ушкăнĕсенче М. Петрова (Чăваш патшалăх университечĕ), М. Сидорова (Первомайски ял поселенийĕ), Г. Давыдова (Комсомольски районĕ), арçынсенчен А. Егоров (Шупашкарти кооператив институчĕ), П. Макаров (А. Чемен ял поселенийĕ), Т. Давыдов (Турхан ял поселенийĕ), М. Зайцев (Тăрăн ял поселенийĕ) чи лайăх вăхăт кăтартрĕç.

А. Алексеев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика