17 октября 2009 г.
Пурăннă чухне кирек кампа та инкек-синкек сиксе тухма пултарать. Чылай чухне вара çыннăн пурнăçне, малашлăхне çăлса хăварма юн кирлĕ. Ун пек тĕслĕхсем час-часах пулса тăраççĕ. Шурă халатлисен уйрăмах автоаварисенче йывăр аманса сусăрланнисене юн парса пулăшма тивет. Вĕсен çыннăн пурнăçне çăлса хăварма яланах хатĕр пулмалла. Çак тĕллевпех ĕнтĕ районта час-часах Донор кунне ирттереççĕ.
Ытларикун, юпан 13-мĕшĕнче, ăна Канашри юн яракан станцинчи специалистсем Первомайскинчи участок больницинче йĕркеленĕ. Донор кунне çынсем пысăк ăнланулăхпа хутшăннă. Мĕн пурĕ 133 çын 52 литр юн панă. Пăлапуç Пашьелĕнчи Т. Мешкова, Ишлĕри Е. Ильина, Каншелĕнчи Е. Ермолаева, Анат Чакăри Т.Шурякова, Первомайскинчи И. Такташкина нумай хутчен юн паракансем шутланаççĕ. Хальхинче те вĕсем чи кăтартуллисем пулнă.