АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван шкулта – чĕрĕк ĕмĕр

17 октября 2009 г.

Уроксем хыççăн паян та килне кайма васкамарĕ Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти М. Ярусова вĕрентекен. Ыран «Тăван тавралăхпа» çывăхра ÿсекен ÿсен-тăрансен, йывăçсен çулçисене пăхса тухма хатĕрлерĕ. Класа кĕрхи сăн кĕртрĕ. Пахча çимĕç пуянлăхĕ те пур кунта. Кашнийĕшне тишкерсе тухса сăнласа пама пĕр урок та çитмĕ. Класри ачасене пурне те хутшăнтарса ĕçлемешкĕн материал çителĕклех.

Кăçал иккĕмĕшсене вĕрентет Мария Анатольевна. Паллă пулăмпа çыхăннă ку вĕренÿ çулĕ. Шкул алăкне педагог пулса уçни 25 çул çитрĕ.

Ял хĕрех учительница. Çакăнта вăтам шкулта вĕреннĕ вăл. Улăхри çерем çинче ачасемпе лапталла вылянă. Çуллахи вăхăтра Пăлана шыва кĕме çÿренĕ. Ачалăхран ир уйрăлнă. Сакăр класс хыççăнах Канашри педагогика училищине çул тытнă.

– Учитель пулас ĕмĕт ачаранах çуралнă манра. Пуçламăш классенче пире М. Арланова вĕрентетчĕ. Мария Филипповна калаçăвне сăмах сиктерми итлеттĕм. Кашни хусканăвĕ тимлĕхе ÿстерме систеретчĕ. Шкула кайнă чухне те унпа юнашар утма тăрăшаттăм, – аса илет М. Ярусова.

Училище хыççăн ялти шкултах ĕç вырăнĕ тупма пултарнă вăл. Кирлĕ канашсем ыйтма аякка каймалла мар. Пĕрремĕш учительница та юнашарах. З. Хитрова, Т. Кудрявцева вĕрентекенсем те пулăшма хирĕçлемен. Класс тулашĕнчи мероприятисене ушкăнпа хатĕрленнĕ. Мария Филипповна хăйĕн вĕрентекенне ачасен ашшĕ-амăшĕпе çыхăнса ĕçлеме сĕннĕ.

Ĕçĕн пуçламăшĕ çăмăлах пулман, паллах.

– Хул урлă сумка çакса килекенсенчен саспалли паллаканни сахалăн. Парта хушшинче лăпкă ларма та чăтăмлăх çитеймест вĕсен. Малтан çавна хăнăхтармалла. Самана улшăнни ĕçе чылай çăмăллатрĕ. Садика çÿрекенсем халĕ вулама вĕренсех килеççĕ. Ытти хăнăхусем те пур вĕсен,–тет вăл.

Иртет иккен вăхăт. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланса вĕçленнине сисме те çук. Хăй пуçласа вĕрентнĕ ачасен ачисем шкула çÿре пуçларĕç те ĕнтĕ. Вĕсемпе ĕçлеме тата интереслĕрех. Ашшĕ-амăшĕн хăш енлĕ пултарулăхĕ пулнине асра тытса вĕренĕве явăçтарать ачине. Унтан вĕсенче урăхларах енсене шырать.

Кашни кăларăм тĕрлĕрен килет. Класра 23-25-шер ача вĕрентни те пулнă. Кăçалхи иккĕмĕшсем вунпĕрĕн. Хальлĕхе вĕсен пĕлĕвне «4» е «5» паллăпа хакламастпăр пулин те тăрăшса пĕлÿ тĕнчине çул хываççĕ. Артур Артемьев, Стелла Курицына конкурссене хутшăнаççĕ. Антон Арланов сăвăсем вулама ăста. Çулне кура район шайĕнчи мероприятисене те хутшăнаççĕ ачасем. Вĕсенчен Хисеп грамотисемпе таврăнаççĕ. Маларахри кăларăмсенчен Н. Каргина Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнса диплома тивĕçнĕччĕ.

Ачасене вĕрентÿпе воспитани парас ĕçре вĕсен ашшĕ-амăшĕпе çыхăнса ĕçлени пысăк витĕм парать. Çулленех «Хаваслă стартсене» аслисем те, çитĕнекен ăру та кăмăлтан хутшăнать.

Ĕçĕн тĕшши пурришĕн савăнать Мария Анатольевна. Вăл кăларнă выпусксенчен чылайăшĕ аслă шкула вĕренме кĕреççĕ. Д. Белков, А. Комарова, М. Пыркина алла диплом илсе ĕçе вырнаçаççĕ. О.Гаврилова пĕрремĕш учительница çулĕпе кайнă. Педагогика училищи хыççăн воспитательницăра ĕçлет.

Илнĕ пĕлÿпе, пухнă ĕç опычĕпе çеç лăпланса лармасть М. Ярусова. Куçăмсăр майпа вăл педагогика университетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿллĕ пулнă. Компьютера алла илнĕ. Уроксенче çĕнĕ технологисемпе усă курма май парать çакă. Районти пуçламăш класс учительницисен творчество ушкăнĕн членĕ вăл. Район шайĕнчи уроксем сахал мар парать. Ытти учительсен занятийĕсене итлеме çÿрет.

Мăшăрĕ те педагог. Николай Федотович рисовани, черчени, ĕç урокĕсемпе вĕрентет, завуч. Педагогикăри ĕç стажĕ Мария Анатольевнăннинчен пысăкрах. Наташа хĕрĕ вара тăххăрмĕш класра вĕренет.

Ачаранах сăпайлă, тирпейлĕ пулнипе пĕлетĕп М. Ярусовăна. Тăрăшса ĕçлени шкул администрацийĕн, вĕрентÿ пайĕн, икĕ хутчен вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотисене илме май панă ăна.

Килĕшÿре пурăнакан çемье ача ÿстерет, уйрăлса тухса çурт лартнă, сад çитĕнтерет. Мĕн пĕлменнине вĕренсе пырса, хăйсем мĕн пĕлнине çынна парса пурнăç тытса пыраççĕ Пăлакассинчи Ярусовсем.

А. Астраханцева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика