АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр инкекĕ пурнăçшăн хăрушă

17 октября 2009 г.

Кăçалхи 9 уйăхра Патăрьел районĕн территорийĕнче 32 çул-йĕр инкекне шута илнĕ. Вĕсенче 10 çын вилнĕ, 34-шĕ аманнă. Пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 13 инкек ытларах пулнă. Аманнисен хисепĕ 6 çын чухлĕ, вилнисем 7 çын чухлĕ ÿснĕ. Ÿсĕрпе тунă инкексен шучĕ чакнă.

Ытти регионсенчен килнĕ транспорт хатĕрĕсем 8 авари тунă, вĕсенче 4 çын вилнĕ, 13 çын аманнă.

Çуран çÿрекен хăш-пĕр çын çул-йĕр правилисене çав-çавах çирĕп пăхăнмасть. Çавна пулах вĕсем хутшăннипе 9 инкек пулнă, 5 çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă, 5-ĕн аманнă. Кăтартусем пĕлтĕрхинчен пысăкрах.

Çул çитмен çамрăксем хутшăннипе 4 инкеке шута илнĕ, вĕсенче 2 ача вилнĕ, 2-ĕн аманнă. Ку енĕпе лару-тăру пĕлтĕрхинчен начартарах.

Водительсем, çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнччăр тесе сахал мар ĕç тăватпăр. Çапах та инкексен шучĕ чакмасть. Çул çинчи яваплăха кашнийĕн çÿллĕ шайра тытмалла. Çакна манас марччĕ: кирек мĕнле çул-йĕр инкекĕ те çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.

С. ПЛЕЧОВ,

ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика