17 октября 2009 г.
Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн Туçари Çерем касра пурăнакан кинемейсем пĕрин хыççăн тепри Лидия Павловна Мулюковăсен умне ларма пуçтарăнчĕç. Кил хуçи ÿркенмерĕ, кÿршĕ-арши калаçу пуçарнă хушăра кĕнчелине йăтса тухрĕ. Ытти чухне те ахаль ларма хăнăхман вăл: е тĕрлĕ эрешсем ăсталаса ăшă япала çыхать, е çăм арлать...
Пурнăçĕ çăмăл килменрен мĕн çамрăкранпах хуйха-суйха çапла ĕçпе пусарăнтарма тăрăшнă вăл. Мăшăрĕ урăх çĕрте çĕнĕрен çемье çавăрнă хыççăн хĕрĕх çул пĕччен пурнăçа сыпăнтарса пынă. Çуртне те лартнă, ачисене те пĕчченех ура çине тăратнă. Хĕрĕх çул ытла выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте ĕçленĕрен вĕсене çупăрласа ачашлама та вăхăт пулман-тăр амăшĕн. Вĕсем вара хăйсемех пĕрин майĕн теприне пăхнă.
– Теприсем хуйхă-суйхă серепине çаклансан ăна эрех-сăрапа пусарăнтарма тăрăшаççĕ. 73 çула çитсе те унпа иртĕхмен. Тĕрĕссипе манăн ун валли ирĕклĕ вăхăт та пулман. Пирĕн Çерем касри асанне-кукамайсем пурте çавнашкал кас илемĕ, – калаçăва пуçларĕ Лидия Павловна çип арланă май.
Çерем касри кинемейсем чăнласах та питĕ туслă пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрне ĕçре пулăшас тесен вара хыпăнса ÿкеççĕ. 29 киллĕ хăрах касра чи ватти П. Телегина. Пăрасук аппа 85 çулта пулин те тĕреклĕ çÿрет-ха. Пилĕк ача амăшĕ пурнăçра чылай хура-шур курнă.
Мария Михайловна Кересева вара касра чи нумай ачаллă хисеплĕ амăшĕ. Хĕрĕх çул ытла бригадăра тăрăшнă вăл. 19 çулне вара çимĕç пахчинче ĕçленĕ.
Г. Жукова, Т. Рубцова, Е. Федорова пенсионерсем сакăр класс вĕренсе тухнă хыççăнах фермăна çул тытнă. Кашни кун пĕр сукмак такăрлатнă вĕсем. 30-40-шер çул пĕри дояркăра, тепри сысна пăхнă çĕрте ĕçленĕ. Пурте хуçалăхра хисеплĕ ĕçченсем шутĕнче пулнă.
Т. Рубцова Туçари участок больницинче санитаркăра ĕçлесе канăва тухнă. Сиплев учрежденинчи ун чухнехи çирĕп йĕркене паян та ырăпа аса илет вăл. Ăна чалăшла çеç пурăнакан Т. Паневăна вара пурнăç шăпи 40 çултан атте-анне килне каялла çавăрса килнĕ. Таиç аппа та паян пĕр-пĕчченех хуçалăха тирпейлĕ тытса тăрать.
Пĕр-пĕрин пурнăçне кĕскен аса илнĕ хыççăн шăкăл-шăкăл калаçура кинемейсем çамрăк чухнехи вăййа тухнă вăхăт пирки сăмах пуçарчĕç. Çерем касран аякра мар хитре лапамра та нумай çул каялла хĕрсемпе каччăсем карталанса вăййа тухнă иккен. Халĕ вара вăл паянхи çак ватăсен аса илĕвĕнче çеç. Куç умĕнче вара çулран-çул юхăнса та кивелсе пыракан ферма таврашĕ. Çакă вара Çерем касри кинемейсене те, вĕсен ачи-пăчине те питĕ пăшăрхантарать.
А. ЕГОРОВА.