21 октября 2009 г.
Шăматкун Патăрьел район пуçлăхĕ Н. Глухов Канашра ял хуçалăх пасарне уçнă çĕре хутшăннă. Çак объект ял халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ: унта килти, обществăллă хуçалăхри ытлашши ял хуçалăх продукцине сутма меллĕ условисем туса панă, Канаш пасарĕнче Патăрьел районĕнчи агропромышленность комплексĕнчи предприятисем те хăйсен паха продукцине сутса тупăш курма пултарĕç. Район пуçлăхĕ Н. Глухов пасара уçнă çĕрте çакна палăртса каланă.
Комсомольскинче «Россельхозбанк» УАОн хушма офисне уçнă. Унта банк правленийĕн председателĕ Ю. Трушин, Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров хутшăннă. Çавăн пекех Патăрьел район пуçлăхĕ Н. Глухов, банкăн Патăрьелĕнчи хушма офисĕн ертÿçи Л. Егорова пулнă. Ю. Трушин Патăрьелĕнчи хушма офисăн çĕнĕ çуртне тăвасси çинчен пĕлтернĕ. Çакăншăн Н. Глухов Ю. Трушинпа Н. Федорова тав тунă.
Патăрьелĕнчи хушма офиса Республика кунĕччен ĕçе яма 20 млн. тенкĕ уйăрнă та ĕнтĕ.
(Хамăр корр.).