21 октября 2009 г.
Патăрьел районĕнче Правительствăн Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Гражданла хÿтлĕхпе чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петьков, Патăрьел район пуçлăхĕ Н. Глухов, республикăри хуласемпе районсенчи профиллĕ комиссисен председателĕсемпе пай начальникĕсем, районти яваплă службăсен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Лару Тăрăн ял поселенийĕнчи «Олимп» спортплощадкăра пуçланчĕ. Кун йĕркипе паллашнă хыççăн ларăва хутшăнакансем Кĕçĕн Патăрьелĕнче пушара хирĕç кĕрешессипе мĕнле ĕçленипе кăсăкланчĕç, «Олимп» спортплощадкăн пушара хирĕçле объекчĕсене пăхса тухрĕç.
Малалла Первомайски ял поселенийĕнче 26-мĕш пушар чаçĕн уйрăм постĕнче ĕçе мĕнле йĕркеленине тишкерчĕç. Первомайски ялне тирпей-илем кĕртнине пăхса тухрĕç.
Ун хыççăн ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Турханти психоневрологи интернатĕнче 26-мĕш пушар чаçĕ уçнă уйрăм пост ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, ирĕклĕ пушар дружинине пушара хирĕçле ĕçе хушăнтармалли майсене тишкерчĕç.
Ларăва хутшăннисем Нăрваш Шăхаль ялĕнче пулса поселени администрацийĕпе «Труд» хуçалăх правленийĕ пушара хирĕç кĕрешес, асăрхаттаруллă ĕçсене пурнăçлас, ялсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленипе паллашрĕç. Хуçалăхăн пушар деповĕ те кăсăклантарчĕ хăнасене.
Шăнкăртам ял поселенийĕнче пушар сÿнтермелли техникăна кăтартрĕç, кулленхи ĕçе йĕркеленипе паллаштарчĕç.
Ларăвăн пленарлă пайĕ Шăнкăртамри 2-мĕш вăтам шкулта иртрĕ. Кунта Чăваш Республикинче халăха тата территорие çут çанталăк тата техника кăларса тăратакан чрезвычайлă лару-тăруран хÿтĕлес тĕллевпе кăçалхи 9 уйăхра туса ирттернĕ ĕçе пĕтĕмлетрĕç. 2009-2010 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра ăнăçлă ирттерес енĕпе коммуналлă хуçалăх тата топливăпа энергетика комплексĕ умĕнче тăракан тĕллевсене сÿтсе яврĕç.
Ларура Патăрьел район пуçлăхĕ Н. Глухов районта хÿтĕленес енĕпе кăçалхи 9 уйăхра туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа пачĕ, ыйтусене хуравларĕ, тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
Правительство комиссийĕ кун йĕркинчи ыйтупа тивĕçлĕ йышăну турĕ.
А. Алексеев.