21 октября 2009 г.
Хальхи вăхăтра районта ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ, воспитанийĕ, яваплăхĕ çитмен ачасем сахал мар. Тĕрлĕрен органсенче профилактика тăвас тĕллевпе ятарласа шута илнĕ вун сакăр çемьере çул çитмен 42 ача пурăнать. Ку тĕлĕшпе Сăкăт ял тăрăхĕнче уйрăмах пысăк ыйту тăрать. Кунта йывăр шăпаллă тăватă çемьере çул çитмен тăхăр ачан малашлăхĕ питех те тĕтреллĕ. Тĕрĕссипе вара ашшĕ-амăшĕнчен çеç килекен сăлтавпа çав пепкесем çурма выçă та çÿреççĕ, ыттисем пек тирпейлĕ тумтир те тăхăнаймаççĕ, тимлĕх çукран вĕренÿре те ĕлкĕрсе пыраймаççĕ тата ытти те. Çакнашкал çемьесем Первомайски, Нăрваш Шăхаль, Аслă Чемен, Ишлĕ, Патăрьел, Пăлапуç Пашьел, Алманчă, Турхан, Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕсенче те пур.