АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тасалăхшăн тăрăшмалла

21 октября 2009 г.

Район прокуратури Турхан, Пикшик, Тăрăн ял поселенийĕсенче çут çанталăка сыхламалли, санитари йĕркисене пурнăçламалли саккунсене еплерех пăхăннине тĕрĕслесе тухрĕ, кăлтăксене палăртрĕ.

Турхан ял поселенине кĕрекен Турханта хушман çĕрте çÿп-çап тăкмалли вырăн туса хунă. Унăн лаптăкĕ 100 тăваткал метра яхăнах. Ялта тимĕр контейнерсем çуккипе пулнă ку кăлтăк.

Пикшик ял поселенийĕнчи Еншик çывăхĕнчи çÿп-çап тăкмалли вырăнта санитари йĕркисене пăхăнмаççĕ: ăна карталаман, йĕри-тавра тăпра купаламан, пыма йĕркеллĕ çул çук, йывăç лартса симĕслетмен.

Тăрăн ял поселенийĕнчи Кĕçĕн Патăрьел çывăхĕнчи çÿп-çап вырăнĕнче те çавăн йышши кăлтăксемех.

Раççейĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли принципсем çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн йăлари каяшсемпе çÿп-çапа пухса илсе каяссишĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕ яваплă.

Тупса палăртнă çитменлĕхсемшĕн Турхан, Пикшик, Тăрăн ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем пирки административлă ĕç пуçарнă, Роспотребнадзорăн территори пайне ярса панă. Хăш-пĕр çынсен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевпе район судне тавăç тăратнă.

В. ПУТЯКОВ,

район прокурорĕн аслă пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика