21 октября 2009 г.
Паянхи куна Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи инспекцине Патăрьел районĕпе тĕрлĕ йышши налукран 1503774 тенкĕ укçана вăхăтра парса татман. Гражданла тивĕçне пĕрремĕш вырăна хуманнисем пирĕн районта 2482 çын.
Ял тăрăхĕпе илсен иртнĕ çулхи çĕр налукне пуçтарса çитерейменнисенчен Пикшике, Шăнкăртама, Туçана, Первомайскине палăртмалла. Пурлăх налукне пуçтарассипе уйрăмах Патăрьел, Пикшик, Первомайски, Турхан, Туçа, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче парăмсем пысăк.
Хальхи вăхăтра налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцинче автотранспорт тытса тăнăшăн налук тивĕçне пурнăçламалли 7624 гражданин шутланать. Анчах кирек мĕнле пулсан та техника тытса тăнăшăн налука вăхăтра тÿлемелле. Ку енĕпе 2008 çулхи парăм пушшех пысăк. Районĕпе çак сумма 1274155 тенкĕ! Каллех ял тăрăхĕпе илес пулсан цифрăсем çакăн пек: Шăнкăртамсен 284815, Туçасен 117 пин, Патăрьелсен 158998, Пикшиксен 140873, Ыхра Çырмисен 99156, Сăкăтсен 88223, Первомайскисен 75478, Тăрăнсен 63629, Çĕнĕ Ахпÿртсен 60250, Çĕньялсен 36576, Турхансен 31315, Нăрваш Шăхальсен 25556, Ишлĕсен 22384, Кзыл Чишмасен 17153, Аслă Чеменсен 13460, Пăлапуç Пашьелсен 8025, Шăхачсен 1388 тенкĕ.
Çак кунсенче налук органĕпе пристав служби, йĕрке хуралĕ пĕрлехи рейдпа Пикшик ял тăрăхне çитсе налук тÿлессинчен пăрăнса çÿрекен, суд органĕ шанса панă вăхăтра тĕрлĕ йышши налука тÿлемен çынсемпе куçа-куçăн курнăçрĕç, кирлĕ суммăна тÿлеттерчĕç. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Сăмахран, хăш-пĕр транспорт хуçисем хăйсен техникипе темиçе çул та çÿремеççĕ е вăл пачах та юрăхсăра тухнă. Ун пек чухне автомашина хуçин çак ĕçе вĕçне-хĕрне çитермелле, ăна ГИБДД органĕпе Гостехнадзортан шутран кăлармалла. Е тата тепĕр енлĕ тĕслĕх. Кил хуçи автомашинăна тахçанах урăх çынна сутса янă, анчах каллех хут ĕçне ун çине куçарса пĕтермен пирки налук тÿлемелли хут унăн ячĕпе килет. Хуçана каллех пĕр пăркаланмасăр кирлĕ суммăна тÿлеттереççĕ. Айăпĕ пĕр хăйсенче çеç. Рейд вăхăтĕнче çакнашкал тĕслĕх Именкассинче те, Хирти Пикшикре те тĕл пулчĕ. Хăш-пĕр транспорт хуçи тата ялта пропискăра тăрать, хăй хулара пурăнать. Парăмне каллех паспорт регистрацийĕпе шыраççĕ. Çапла, сăмахран, Кукеçре пурăнакан Еншик чăвашĕн транспорт налукĕ 13 пин ытла пуçтарăнса кайнă!
Рейд бригади чылай парăмçăпа татăлчĕ: патшалăх хыснине хĕрĕх пин ытла тенкĕ укçа кĕчĕ. Урăхла каласан Пикшик ял тăрăхĕнче пурăнакансен налук парăмĕ кăштах чакрĕ. Анчах та хура списокрисем татах та пур-ха. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн кăçалхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн «Об исполнительном производстве» Федераллă саккунăн 112 статйине улшăну кĕртнĕ. Вăл юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пурнăçа кĕме тытăннă. Унпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ йышши налука вăхăтра тÿлемен граждансен тĕп налук сумми çумне пилĕкçĕр, организаци-предприятисен пилĕк пин хушăнать.
Г. ФИЛИППОВ,
районсем хушшинчи налук службин 2-мĕш инспекци начальникĕн çумĕ;
Г. АФКИ,
районти аслă суд приставĕ;
И. МИХАЙЛОВ,
Пикшик ял тăрăхĕнчи милици уполномоченнăйĕ;
А. ЕГОРОВА,