24 октября 2009 г.
Калуга хулинче Правительствăн регионсен аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Комиссие Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин ертсе пынă, ларăва та вăлах ирттернĕ. Лару ĕçне Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров хутшăннă, тухса калаçнă. Аса илтеретпĕр: Чăваш Ен Президентне РФ Правительствин Председателĕн хушăвĕпе регионсен аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен Правительство тытăмне кĕртнĕ.
Ларура Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан власть органĕсен эффективлăхне тишкернĕ. Тĕпрен илсен, вĕрентÿ, сывлăха сыхлас, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çул тăвас, экономика аталанăвне, халăхсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес, патшалăх тата муниципаллă тытăма аталантарас тĕлĕшпе регионсем 2008 çулта мĕнлерех ĕçленине хак панă. Чăваш Ен малтанхи вунă регион ушкăнне лекме пултарнă. Тюмень облаçĕ, Санкт-Петербург, Белгород облаçĕпе Мускав хули хыççăн пиллĕкмĕш вырăн йышăннă республика. 2007 çулхи кăтартусемпе Чăваш Ен улттăмĕш вырăнта пулнă.
Комисси ларăвĕнче Чăваш Ене аталантарма тата 700 миллион тенке яхăн хушма укçа уйăрни çинчен пĕлтернĕ.