24 октября 2009 г.
Района вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюзĕн республика комитечĕн ертÿçи З. Степанова килсе кайнă. Вăл район пуçлăхĕпе Н. Глуховпа, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕпе В. Осиповпа, вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюзĕн районти организацийĕн ертÿçипе Т. Ласточкинăпа тĕл пулнă, октябрĕн 26-мĕшĕнче иртмелли профсоюз конференцийĕ пирки, кризис вăхăтĕнче вĕрентÿре ĕçлекенсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен калаçнă.
Хальхи вăхăтра вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюз организацийĕнче 1256 çын членра тăрать, вĕсем 51 пуçламăш организацие пĕрлешнĕ.
(Хамăр корр.).