АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ĕмĕтне вăрçă татнă

24 октября 2009 г.

Халăхăмăр Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тăшмана тĕппипех аркатса тăкнăранпа 2010 çулта 65 çул çитет.

Çăмăл пулман тискер те вăйлă тăшмана çĕнтерме. Фашистла вăрă-хурах пирĕн çĕр-шывра 1710 хулана аркатса-кисретсе хăварнă, 70 пин ытла яла çунтарнă. Вăрçă 27 миллион çын пурнăçне татнă. Анчах пирĕн халăхăмăр нимĕнле йывăрлăхран та хăраса тăман, фашистла çĕлен-калтана хăватлăн çапса аркатнă, ĕмĕр сÿнми, нихçан манăçми чаплă паттăрлăх кăтартнă, пĕтĕм халăха хăрушă тăшманран хăтарса хăварнă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи Вăтаел ялĕнчи Алексей Кузьмичпа Ульяна Анисимовна Плечовсен пурнăçĕнче те тарăн йĕр хăварнă. Вĕсен тăватă ывăлĕ: Василий, Иван, Николай, Хрисан алла хĕç пăшал тытнă. Николай Финлянди вăрçинчен тин çеç таврăннăскер, Тăван çĕр-шыва тапăннă тăшмана тĕп тăвас тĕллевпе ялта чи малтан хăй ирĕкĕпе кайма кăмăл тунă.

Пĕр утăм каялла чакмасăр, ăмăрт кайăк евĕр кĕрешнĕ вĕсем, ял-хулана ирĕке кăларассишĕн вăй-халне хĕрхенмен, вилĕм умĕнче пуçне усман. Анчах, шел пулин те, чи кĕçĕнни – Хрисан Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен. Шăпах вулакансене унпа тĕплĕнрех паллаштарасшăн та.

1917 çулта çуралнă вăл. Çичĕ ачаллă йышлă çемьере çитĕннĕ. Çамрăклах тимĕрçĕ ĕçне кÿлĕннĕ. Патвар кĕлеткеллĕ, яштака пÿ-силлĕ, чипер каччă пулнă. Ытти яшсем пекех телейлĕ малашлăха шаннă, юратушăн çуннă, вĕренме ĕмĕтленнĕ.

Вун саккăр тултарсан Хрисана çара илнĕ. Кунта вăл курсантсен шкулĕнче вĕреннĕ, çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа пынă, пĕрре мар тав хучĕсене тивĕçнĕ. «Салтак тумне хывсанах тракторист пулатăп», – ĕмĕтленнĕ каччă. Хрисансен чаçне вăрçăн малтанхи кунĕсенчех çапăçăва кĕртнĕ. 147-мĕш уйрăм танк батальонĕнче Волхов фрончĕн Серпуховран 16 километрти пунктĕнче çапăçнă салтак. Пĕчĕкрен пурнăç йывăрлăхĕсене чăтса тÿснĕ Хрисан вăрçă хирĕнче те сутăнман, пурнăçпа вилĕм хушшинче чыслăн кĕрешнĕ, ăна куçран пăхнă. Тăван çĕр-шыва, тăван киле, тăвансене, ял-йыша асра тытса умри тăшмана пĕтерсе пырса малаллах талпăннă чăваш каччи. Чылай нимĕç танкне вут хыптарнă, салтакĕсене тĕп тунă. Анчах хăйне сыхласа хăварайман. Çунакан танк ăшĕнчен сĕтĕрсе кăларнăскер госпитальте куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă, 23 çулхи каччăн чĕри тапма чарăннă. Ăна Калуга облаçĕн Жуковски районĕнчи Раденки ялĕ çывăхĕнчи тăванла масарта пытарнă. Кунта 3 пин салтак ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Анчах çакăн пирки Хрисан тăванĕсем вăрçă чарăнсан 20 çултан çеç пĕлнĕ.

Çĕнтерÿçĕ салтаксем пĕрин хыççăн тепри килĕсене таврăннă. Алексей Кузьмичпа Ульяна Анисимовна виçĕ ывăлне кĕтсе илнĕ, кĕçĕнни тăван кил алăкне уçса кĕреймен. Ун вырăнне Хрисан хыпарсăр çухалнă пирки хут çеç килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ, пĕр тăвансем салтака кĕтме пăрахман. Хрисан пиччĕшĕ Николай Алексеевич шăллĕне шыраттарса таçта та çитнĕ. Чăнлăх 20 çултан çеç уçăмланнă. Хрисанпа пĕрле çапăçнă çывăх тусĕ, госпитальте ĕçленĕ çар врачĕ Валентина Петровна Майданович Плечовсем патне çыру янă. Унта вăл Хрисан мĕнле çапăçни, паттăрлăх кăтартса вилни, ăна ăçта пытарни пирки тĕплĕн çырса кăтартнă, вил тăприне кайса курма чĕннĕ. Николай Алексеевич çийĕнчех Пермь крайĕнчи Краснокамск хулинче пурăнакан Валентина Петровна патне хурав янă. Анчах тем сăлтава пула 1967 çулта Н. Плечов инçе çула тухайман, В. Майданович Калуга облаçĕн Раденки ялĕнчи тăванла масар çине пĕчченех çитсе килнĕ. Хĕрарăм пынă çĕре 200 салтака пытарнă тăванла масар çинче ĕне кĕтĕвĕ çÿренĕ. Çакă В. Майдановичшăн паттăр салтаксенчен кулнăнах туйăннă. Пĕр тăхтаса тăмасăр облаçри çар комиссариатне çитнĕ вăл, салтаксене чавса кăларса çĕнĕ мемориала куçарма ыйтнă. Валентина Петровна çине тăнипех Гостещево ялĕнчи чиркĕве хирĕç 1968 çулта çĕнĕ мемориал çĕкленнĕ, унта хĕрпе салтак палăкĕ лартнă. Çак пысăк ĕçе пурнăçланă çĕрте çак ялти В. Осипов, А. Мызников, Н. Мамыркин пысăк тăрăшулăх кăтартнă. Н. Плечов пуçланă ĕçе унăн ачисем, тăванĕсем малаллах тăсаççĕ. Мускавра пурăнакан Альбинăпа ялти Лена хĕрĕсен, Хрисан тетĕшĕн ывăлĕн Николайăн çемйисем кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕ Калуга облаçĕнчи Гостещево мемориалĕнче пулаççĕ. Иртнĕ çул вил тăпри çине ялтан тăпра илсе кайса хучĕç, асăну плити çине, Хрисан хушамачĕ тĕлне, сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарчĕç, чечексем акрĕç. Сукмака курăкпа витĕнме памаççĕ, такăрлатсах тăраççĕ. Хрисан пиччĕшĕпе чĕрĕ калаçнă евĕр пуплеççĕ, ăна ял-йыш хыпарĕсемпе паллаштараççĕ. Салтак вĕсем çине тунсăхлăн тинкерет, çапла калассăн туйăнать: «Эпĕ яланах сирĕнпе пĕрле, сирĕнпе юнашар».

Вăрçă паттăрĕсене халăх нихăçан та манмасть. Вăтаелсем те Хрисан Алексеевич Плечова асрах тытаççĕ. Вĕсемшĕн Хрисан яланах 23-ре.

В. МАЛЬЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика