АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсене хыçа хăварать

24 октября 2009 г.

Н. Тельцов 75 çул тултарчĕ. Çулсене парăнасшăн мар-ха аксакал, сăнпа та, вашаватлăхпа та яшлăха çухатмасть вăл. Районта та, ялта та общество ĕçĕсене тĕплĕн те тирпейлĕ туса пырать. Пăлапуç Пашьелĕнче 95-ри амăшĕпе, мăшăрĕпе шăкăлтатса пурăнать. Тăван ялне чунтан юратать.

Ашшĕне – Петр Петровича вăрçа илсе кайсан, амăшĕ – Александра Петровна 5 ачапа пĕчченех тăрса юлать. 4 ывăл та пĕр хĕрĕ пĕчĕккĕ пулнă, асли 9-та, кĕçĕнни вара кипкере. Александра Петровна вĕсене ура çине тăратма хал çитернĕ, пурне те ĕçе хăнăхтарнă, вĕренме хистенĕ. Ачисем те амăшĕн шанчăкне çухатман, ăслă-тăнлă çитĕннĕ.

Коля – çемьере ывăлĕсенчен асли. Вăл шкул хыççăнах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ, трактористра вăй хунă. Салтакран таврăнсан ял хуçалăх институтне кĕнĕ, анчах та шăпа ăна вĕренсе пĕтерсе аллине диплом илме пÿрмен. Амăшĕ йывăр чирлесе ÿксен, Коля каялла тăван яла таврăннă, çемье çавăрса килте тĕпленнĕ. Ĕçчен пулнине кура кирек хăш ĕç те хăратман ăна: Ишлĕри кирпĕч завочĕн директорĕнче, ял Совет председателĕнче, 15 çул «Комсомолец» колхоз ертÿçинче, 9 çул Первомайскинчи ХРТП директорĕнче вăй хурать. Ăнăçлă ĕçлеме ăна пĕлĕвне хăй тĕллĕн аталантарса пыни пулăшса тăнă. Унăн пархатарлă ĕçне пуçлăхсем те тивĕçлипе хакланă. Çакна Николай Петровичăн «арчинче» упранакан документсем çирĕплетеççĕ: Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ, «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕç ветеранĕ», «Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа 50 çул» медальсем, 1973, 1974, 1976, 1977, 1979 çулсенче ăмăртура çĕнтернĕшĕн панă паллăсем...

Мăшăрĕпе Нина Артемьевнăпа пĕр хĕр те 4 ывăл çуратса ÿстернĕ, çемьелентернĕ.

Николай Петрович паллă краевед. Тăван тавралăхăн авалхи, ĕнерхи тата хальхи пурнăçĕсене тĕпчесе çитĕнекен ăру валли пысăк йĕр хăварать.

2002 çулта «Пăлапуç Пашьел», 2004 çулта «Эпир Пашьелсем» фотохроникăлла кĕнекесем кăларчĕ. Вăл район ертÿçин канашçи, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн депутачĕ, районти наградăсем паракан комиссин тата пенсионерсен канашĕн ч ленĕ. Пушă вăхăтра чÿрече рамисем, алăксем, савăт-сапа, урапа-çуна, турта ăсталама маçтăр. Аллине хут купăс тытса савăк кĕвĕ шăрантарма, шурă хут çине рифмăласа сăвăсем те çырма пултарать. Халĕ те килĕнче 5-6 хаçат-журнал çырăнса илет, пурнăçпа тан утать-ха ветеран.

Н. Мазякова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика