АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене парăнман çын

24 октября 2009 г.

Хăш çулта кун çути курнине пĕлмесессĕн Леонтий Никифорович Раськина никам та 82 çывхарать тесе калаймĕ. Ăс-тăнĕпе, вашаватлăхĕпе тепĕр çамрăкран та ирттерет.

Леонтий Никифорович Никифор Ивановичпа Мария Алексеевна Раськинсен çемйинче, Патăрьел ялĕнче çуралнă. Тăваттăн пĕр тăван пулнă, шăпа вара пĕрне кăна вăрăм кун-çул парнеленĕ.

1949 çул. Шăпах çак çул Леонтий Никифоровичăн пурнăçĕнче пысăк витĕм кÿнĕ. 21 çулти каччă çар ретне тăрать, авиацине лекет. Малтанласа механик, унтан аслă механик пулать. Авиаци полкĕн комсомол организацийĕн секратерĕнче тăрăшать, партине кĕрет. Çавăн пекех аслă юлташĕсем хавхалантарнипе Азербайджанра куçăмсăр майпа пĕр вăтам шкулта вĕренме тытăнать. Салтакран 4,5 çултан старшина званипе таврăнать.

26 çулти çамрăкăн ăçта каймалла; Мĕн тумалла; Атте-анне ĕнси çинче те ларас килмест, малалла вĕренме шкул пĕтермен. 16-17 çулхи ачасемпе пĕрле Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта пĕлÿ илме пуçлать, «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Ун хыççăн Хусанти ял хуçалăх институчĕн инженери факультетне ăс пухма кĕрет.

Диплом илнĕ хыççăн Леонтий Никифорович пĕр хушă Ишлейре, Шупашкарта ĕçлет. 1962 çултанпа Патăрьелĕнчи «Сельхозтехника» пĕрлешÿре вăй хурать. Таçта та çитме, такампа та паллашма тивнĕ. Çакă татах Леонтий Никифоровича пĕлĕвне тата малалла аталантарма хистенĕ. Аспирантура пĕтерет, наука кандидачĕн ятне тивĕçет. Пĕр çул маларах «Сельхозтехника» предприятин директорĕ пулма шанаççĕ. Леонтий Никифорович ертÿçĕре вăй хунă тапхăрта ача сачĕ, профилактори, хваттерсем, столовăй, культура çурчĕ хута кайнă. Предприятинче тăрăшакансем валли тивĕçлĕ пурнăç шайĕ туса пама тăрăшнă.

1988 çултанпа тивĕçлĕ канура. Апла пулин те пĕрре те пушă лармасть. Çуллахи вăхăтра эмел курăкĕсем пухать, тĕрлĕ сиплĕ шĕвексем хатĕрлет, литература нумай вулать.

Леонтий Никифорович хăй икĕ кĕнеке авторĕ. Вăл «Сельхозтехника» мĕнле пуçланса кайни, унти çитĕнÿсем, камсем ĕçленисем пирки «Первопроходцы и последователи» изданине икĕ томпа кăларнă.

Леонтий Никифоровичпа мăшăрĕ виçĕ ача пăхса, тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ. Юрий – Ульяновскри «Автострой» уçă акционерла пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ. Павел – Ульяновскри «Кристалл» пĕрлешĕвĕн финанс пайĕн начальникĕ. Марина Ульяновскри пĕр ача садĕнче педагогра тимлет.

Леонтий Никифоровичăн ĕçне кура хисепĕ те пур. Вăл «Хисеп Палли» ордена, «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тата ытти нумай Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

О. Павлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика