24 октября 2009 г.
lРайонти шкул ачисен спартакиадин программипе килĕшÿллĕн арçын ачасемпе хĕр ачасен баскетбол ăмăртăвĕ Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта иртрĕ.
Вăтам шкулсенчи арçын ачасен 6 команди хутшăнчĕ турнира. Çивĕч кĕрешÿре Аслă Чеменсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Туçари вĕрентÿ центрĕн команди, виççĕмĕшĕнче – Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул.
Хĕр ачасен ушкăнĕнче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул баскетболисткисем вăйлăрах пулчĕç. Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул иккĕмĕш вырăнта, Туçари вĕренÿ центрĕ виççĕмĕшĕнче.
lЧăваш Республикинче велокросс енĕпе Раççей Кубокĕн виçĕ тапхăрĕ иртрĕ. Малтанах спортсменсем Вăрмар поселокĕнче тупăшрĕç. Кунта спортшкулăн Нăрваш Шăхаль филиалĕнче вĕренекенсем палăрчĕç. Н. Михайлова, С. Михайлова, И. Мулендеев ку тапхăрăн çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç.
Иккĕмĕш тапхăр Çĕнĕ Шупашкарта пулчĕ. Кунта пирĕн командăри М. Михайлова, С. Осипов палăрма пултарчĕç.
Виççĕмĕш тапхăрпа «Россинка» физкультурăпа спорт комплексĕнче ăмăртрĕç. Çак кун пирĕн О. Терентьевăпа Н. Михайлова 1-мĕш вырăнсене, С. Михайловăпа С. Осипов 2-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.