АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Апат выльăх пырне ларчĕ...

24 октября 2009 г.

Килти выльăх-чĕрлĕхе кĕр енне «тутлă» апат сахал мар лекет: пан улми, çĕр улми, кăшман е кишĕр. Çак апатсем тепĕр чухне выльăх пырне ларма пултараççĕ.

Выльăха ун пек чух мĕнлерех пулăшмалла-ха;

Малтанах ăна юпа е сарай пĕрени çумне кĕскен çирĕплетсе кăкармалла. Ĕнен çăварне уçса чĕлхине кăлармалла, ал шăллипе е марля татăкĕпе тытса тăмалла. Пыра ларнă пахча çимĕçне сылтăм алла чиксе кăларса илмелле. Çакăн хыççăн выльăх çăварне кĕрен марганцовка шывĕпе сăтăрмалла.

Хăш-пĕр чухне ют япала выльăхăн йĕпе пырне (пищевод) ларать. Ун пек чух уйрăмах шăннă кăшман е çĕр улми хăрушă. Выльăх сурчăкĕпе йĕпенеймен сивĕ çимĕç выльăх пырĕн мышцисене вăйлă пăчăртаса лартать. Выльăх ăна каялла кăларас тесе мăйне тăсать, çимест, ĕçмест. Нумай чухне çакă усăсăр. Йĕпе пырне ют апат ларнă сысна хăсма пуçлать, ĕнен хырăмлăхĕ кÿпĕнме пултарать. Ĕне тарласа каять.

Йĕпе пырти япалана алăпа кăларма май çук. Çавăнпа та выльăх пырне кăштах ăшăтнă 1,5-2 стакан тип çу ямалла. Вăл пырне ларнă çимĕçе те, выльăх пырне те якатать. Çавна май çимĕç хырăмлăха хăех анса каять.

Çапла туни те пулăшмасан ветврача чĕнме тивет.

Çакăн пек тĕрлĕ чăрмавсем сиксе тухасран выльăха пахча çимĕçе çуса, вĕтетсе, май пулсан тырă хывăхĕ сапса памалла.

А. Алексеев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика