28 октября 2009 г.
Кирек мĕнле ача та сывлăхлă та тĕреклĕ çитĕнтĕр тесен спортпа туслă пулмалла. Çакна пурнăçа кĕртме вара нумай укçа-тенкĕ мар, пысăк кăмăл çеç кирлĕ.
Турханти вăтам шкулта вĕренекенсене, ял çамрăкĕсене массăллă спорта явăçтарас тĕллевпе хоккейла вылямалли çĕнĕ коробка тума шут тытнă. Шкул директорĕн ачасене воспитани парас енĕпе ĕçлекен çумĕн А. Раевскин пуçарăвне ял тăрăхĕ, Турханти психоневрологи интерначĕ, С. Богданов депутат, Н. Янтыковпа В. Богданов лесничисем, хăш-пĕр предпринимательсемпе выпускниксем хапăл тунă, тĕрлĕрен строительсто материалĕсемпе пулăшнă, укçан уйăрнă.
Мĕн пур строительство ĕçĕсене шкул коллективĕн вăйĕпе пурнăçланă. Хĕллехи сезон пуçланиччен юлашки ĕçсене вĕçлесшĕн.