28 октября 2009 г.
Хальхи вăхăтра Алманчăри культурăпа халăх пултарулăх творчествин аталану центрĕнче реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Культура центрĕнче çак кунсенче электропăралуксене йăлтах çĕнетнĕ. Малашне кунта пĕчĕк сцена, кĕвĕ аппаратурисен ятарлă пÿлĕмĕ пулĕ. Урăхла каласан, культурăпа кану çурчĕ шал енчен палăрмаллах çĕнелĕ.
Юсава каякан укçа-тенке вара Алманчăсем хăйсем çĕнсе илнĕ. Республикăри ял тăрăхĕсен экономика ăмăртăвĕнче вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă.
«Мастер» тулли мар яваплă обществăри ăстасем реконструкци ĕçне вăраха тăсасшăн мар.