28 октября 2009 г.
Райадминистраци залĕнче ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, бюджет учрежденийĕсен ертÿçисен канашлăвĕ иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ Н. Глухов Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров бюджет расхучĕсене йĕркене кĕртмелли хушма мерăсем çинчен кăларнă Указпа паллаштарчĕ. Ĕçлекенсен йышне 10 процент чакарасси райадминистрацие те пырса тивнине палăртрĕ.
Н. Глухов çавăн пекех объектсене хĕлле тытса тăрса тĕрĕс-тĕкел ĕçлеттересси, инфратытăмра халăха хăрушлăхсăр пурăнма условисем туса парасси, çулсене лайăх пăхса тăрасси, выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси пирки те чарăнса тăчĕ.
Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Т. Полякова ял поселенийĕсем бюджетсен тупăш пайне пуянлатас пирки мĕнле ĕçленине тишкерсе тухрĕ, Аслă Чемен, Ыхра Çырми, Первомайски, Çĕньял ял поселенийĕсем ку енĕпе ăнăçлăрах ĕçленине палăртрĕ.
Канашлура мĕн пур шайри бюджетсен тупăш, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетмелли тĕллевсене палăртрĕç.
А. Алексеев.