АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак ячĕ чыслă, хисеплĕ те

28 октября 2009 г.

Саманан кирек хăш тапхăрĕнче те Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме кайма тивĕçлĕ пулнă çын чыслă та, хисеплĕ те шутланнă.

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен 18 çул тултарнă, сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕреклĕ çамрăксене çар хĕсметне илсе каймалли кĕркуннехи тапхăр пуçланчĕ. Районти çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхинче Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчен 175 çамрăк салтак тумне тăхăнмалла. Çуркуннехи призывра вара 180 каччă çар присягине йышăннă. Маларахри тапхăртинчен пилĕк ача çеç сахалтарах. Республикипе илес пулсан вара çак кăтартăвăн уйрăмлăхĕ пысăк: çуркунне 2900 каччă çар тумне тăхăннă, хальхинче вара çакнашкаллисем 2400 çеç пулĕç.

Иртнĕ кĕçнерникун, юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче, районти çар комиссариачĕ умне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Вĕсем хушшинче çамрăксем те, вăтам çулхисем те пур. Çак кунхине салтака кайма ят тухнисем тăххăрăн пулчĕç. Малтанхи кун вунă çамрăка Тăван çĕр-шывăн чиккине чыслăн хуралласа таврăнма ăнăçу суннă.

Ăсату мероприятийĕнче эпĕ хăш-пĕр пулас салтаксемпе калаçрăм, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлтĕм. Акă, сăмахран, Алманчăри С. Каруев Шупашкарти колледжра автомеханик специальноçне алла илнĕ хыççăн çара каять. Пысăк хавхаланупа салтака кайса хăйĕн Конституци тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама шантарать вăл.

Пăлапуç Пашьелĕнчи А. Малышев та çавăн пек шухăшлах. Çар ретне тăриччен вăл та Кÿкеçри 27-мĕш училищĕрен автомеханика вĕренсе тухнă.

Кивĕ Катекри А. Пукинăн салтак пуласси, çĕр-шыва сыхласси ача чухнехи ĕмĕчех-мĕн. Касри юлташĕсемпе сахал мар салтакла вылянă, йывăçран ăсталанă пăшалсемпе чикĕ «хураллама» тухнă. Аслă пиччĕшĕ пекех кăтартуллă çар çынни пулма ĕмĕтленет вăл. Уншăн ашшĕ-амăшĕ те, учительсем те, тăван-пĕтенĕ те питне ан хĕретчĕр.

Патăрьелĕнче çуралса ÿснĕ М. Мезитов халĕ те ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен тĕреклĕ, яштака. Марат салтакран тата маттурланса, патварланса таврăнасса шанать. Çар ретне вăл аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăрать. Уйрăлу саманчĕ йывăр пулин те тăванĕсене вăл лайăх хыпарпа çаврăнса килессе ĕнентерчĕ. Çапла пултăрах ĕнтĕ.

Çĕнĕ Ахпÿртри А. Савдерова ял тăрăхĕнче çар ыйтăвĕсене тимлекен специалист та ăсатма килнĕ.

–Çак çемьерен пиллĕкмĕш ывăла салтака кайма ят тухрĕ. Аслисенчен пĕри – моряк, тепри – пограничник, ыттисем те ырă тĕслĕхлĕ салтак пулнă. Шанас килет, Савдеровсен кĕçĕн ывăлĕ те ят-сумпа таврăнĕ, – паллаштарчĕ вăл кĕскен.

Салтак пурнăçне çирĕп пăхăнса пурăнма сăмах пама хатĕр каччăсене районти çар комиссарĕ Д. Захаров çар дисциплинине çирĕп пăхăнма, кăтартуллă салтак пулма, Патăрьелсен ятне çÿлте тытма ырă сунса кашнинех алă тытса пил пачĕ. 12 уйăх, паллах, нумай вăхăт пек те мар. Çапах салтакшăн вăл кашни кунĕ шутра пулĕ. Каччăсене вара телейлĕ çул çеç сунар.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика