31 октября 2009 г.
Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿпе наукăра ĕçлекенсен профсоюзĕн Па-тăрьел районĕнчи организацийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Ку организаци районта чи пысăкки: унта 51 пуçламăш организаци, 1253 член. Çавăнпа туса ирттернĕ ĕçсен калăпăшĕ, яваплăхĕ, пĕл-терĕшĕ пысăк.
Пилĕк çулхи ĕçсем çинчен районти организаци председателĕ Т. Ласточкина доклад туса пачĕ. Делегатсем унăн тата ревизи комиссийĕн отчечĕсене анлăн сÿтсе яврĕç, ĕçе малалла лайăхлатма сĕнÿсем пачĕç.
Конференци докладсем тăрăх малашлăх тĕллевсене палăртса тивĕçлĕ йышăнусем кăларчĕ, кун йĕркипе килĕшÿллĕн суйлав ыйтă-вĕсене пăхса тухрĕ. Делегатсем организаци председателĕ тата рескомра представитель пулма Анатолий Николаевич Пирогова шанчĕç, ревкомисси туса хучĕç, республикăри конференцие кайма делегатсем суйларĕç.
Çавăн пекех конференцире профсоюзăн чи активлă членĕсене рескомăн, районти организацин Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Конференци ĕçне Патăрьел район пуçлăхĕ Н. Глухов, профсоюз рескомĕн председателĕ З. Степанова, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В. Осипов хутшăнчĕç.
А. САЛМИН.