31 октября 2009 г.
Çак кунсенче Кзыл Чишмари тĕслĕх библиотекинче «Тĕлĕнтермĕш кĕнеке» ятпа литература каçĕ йĕркеленĕ. Мероприятие вулавăшăн çуралнă кунне халалланă. Ялта пĕрремĕш библиотека 1954 çулта уçăлнă. Ун чухне, паллах, вăл пуянах пулман. 2004 çултанпа вара модельлĕ библиотека шутланать. Паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен библиотекăра вулакана хушма пĕлÿ илме, информаци тупма пурте çителĕклĕ: компьютер, принтер, сканер, видеомагнитофон, видеокассетăсем... Унсăр пуçне кĕнеке фондĕнче 13000 пичет, 70 тĕрлĕ электронлă изданисем. Урăхла каласан «чун апачĕн» пÿлĕмĕ вулакана тивĕçтерет.