АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи-чи тивĕçлисем Президент полкĕнче пулĕç

31 октября 2009 г.

Çар хĕсметне каймалли кĕркуннехи тапхăр малалла пырать. Ноябрĕн 10-мĕшĕнче районти çар комиссариатĕнчен салтака каякан çамрăксенчен чи-чи ти-вĕçлисем, виçĕ каччă, Президент полкне кайĕç. Вĕсенчен иккĕшĕ пирĕн районтан, пĕр çамрăк Шăмăршă районĕнчен.

Раштав уйăхĕнче салтака каяканнисенчен вара каллех пур енĕпе те тивĕçлĕ çичĕ çамрăк РФ Оборона министерствин ятарлă бригадинче хăйсен службине ирттерĕç.

Право. Предупреждение и пресечение правонарушений

Чиновниксен тупăш отчетне патшалăх тĕрĕслет

Çĕр-шывра коррупципе кĕрешес пирки халĕ нумай калаçаççĕ. Анчах та калаçупа çеç ĕç пулмасть. Çавăнпах ĕнтĕ Раççей Президенчĕ Д. Медведев коррупцие хирĕçле икĕ Указа алă пусрĕ.

Вĕсем çаксем:

1065-мĕшĕ – «О проверке достоверности и полноты сведений, представляемых гражданами, претендующими на замещение должностей федеральной государственной службы, и федеральными государственными служащими, и соблюдения федеральными государственными служащими требований к служебному поведению»;

1066-мĕшĕ – «О проверке достоверности и полноты сведений, представляемых гражданами, претендующими на замещение государственных должностей Российской Федерации, и лицами, замещающими государственные должности Российской Федерации, и соблюдения ограничений лицами, замещающими государственные должности Российской Федерации».

Паллă ĕнтĕ, федераллă патшалăх службине ĕçе вырнаçтарас текенĕн, федераллă патшалăх служащийĕн хăйĕн тупăшĕ, пурлăх, пурлăхпа çыхăннă тивĕçĕсем çинчен пĕлтермелле. Унсăр пуçне патшалăх службине ĕçе кĕрес текенĕн нормативлă ытти право акчĕсем ыйтакан кăтартусене те тăратмалла. Патшалăх служащийĕсен чаруллă мерăсене пăхăнмалла. Пĕтĕмлетсе каласан «О противодействии коррупции» тата ытти федераллă саккунсене пурнăçламалла.

Хальхи саккунлăхпа килĕ-шÿллĕн кăтартусем тĕрĕс мар е тулли мар тесе иккĕленсен кашни çын пирки тĕрĕслев ирттерме йышăну кăлараççĕ. Кун пек чухне йĕркене пăснă тĕслĕхсем пирки правăна сыхлакан тата налук органĕсем, политика партийĕсен яланхи ертсе пыракан органĕсем, политикăллă парти мар обществăллă пĕрлешÿсен органĕсем, РФ Обществăллă палати пĕлтерме пултараççĕ. Анчах та анонимлă пĕлтерÿ тĕрĕслев никĕсĕ шутланмасть.

Тĕрĕсленĕ чухне тĕрлĕ мелпе усă курма юрать: калаçу, хăй ăнлантарса паракан хушма материалсем, прокуратурăна, влаçăн тĕрлĕ шайри органĕсене, предприятисене, организацисене, обществăллă пĕрлешÿсене яракан ыйтусем. Вĕсенче патшалăх служащийĕн, унăн мăшăрĕн, çул çитмен ачисен тупăшĕсем пирки палăртмалла. Çавăн пекех уйрăм çынсенчен те ыйтса пĕлме май пур.

Тĕрĕслевсене патшалăх служащийĕсем пирки çеç мар, Раççейри ертсе пыракан чи пысăк яваплă çынсем пирки те ирттерме пултараççĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă çитменлĕхсем пирки патшалăх органĕсем материал тăратаççĕ.

Çапла вара халĕ федераллă чиновниксен, вĕсен çемье членĕсен пурлăхне тĕрĕслесе тăрассине саккунпах çирĕплетнĕ.

Раççей Президенчĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене те çÿлерех асăннă указсемпе усă курма сĕннĕ.

В. ЯГУДИН,

район прокурорĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика